Комсомольский муниципальный округ

Çĕнĕ меслетпе çул сараççĕ

Район центрĕнчен Кĕçĕн Каçала каякан çул çинче халиччен миçе водитель тарăхман-ши? Ара, лакăм-тĕкĕмлĕ, путăк-шăтăклă çулпа çỹресси кам кăмăлне кайĕ. Çул çỹрекенсем халь тинех ассăн сывласа яма пултараççĕ. "Комсомольски-Тукай" автоçулăн "Комсомольски- Кĕçĕн Каçал" участокĕ çинчи асфальтлă çула çĕнĕрен сараççĕ. Унăн тăршшĕ- 2,85 километр. Кунта Шупашкарти "Дорисс" АУО техникипе рабочийĕсем вăй хураççĕ. Вĕсем "ремикс-плюс" меслетпе ĕçлеççĕ. "WIRTGEN" фирмăн хăватлă техники пысăк температурăпа кивĕ асфальта ирĕлтерсе пырать. Ăна ятарлă агрегат витĕр кăлараççĕ, çĕнĕ асфальтпа хутăштарса тепĕр хут сарса хураççĕ. Çак меслете "Дорисс" нумай пулмасть çеç усă курма пуçланă. Вĕсем хыççăн яп-яка та çатма пек тикĕс çул юлать. 


"Каçал Ен"
21 сентября 2005
00:00
Поделиться