"Светофорик" конкурс
Районта ултă ача сачĕ тата пĕр пуçламăш шкул- ача сачĕ ĕçлеççĕ. Пурте вĕсем çулсерен иртекен "Светофорик" конкурса хутшăнаççĕ. Унăн пĕрремĕш турĕ кăçалхи июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен иртрĕ. Урамра ачасем хăйсене мĕнле тытмалли пирки ясли-садсенче вĕсене ятарлă программăпа вĕрентеççĕ. "Пучах", "Пилеш" ача сачĕсенче çул çинче çỹремелли правилăсене вĕрентессинче методикăлла сĕнỹсемпе усă кураççĕ. Ачасемпе çул çинче инкек ан пултăр тесе садиксенче профилактика ĕçĕсем те ирт-тереççĕ, ашшĕ-амăшĕсене пухусенче ачасен асăрханулăхне мĕнле ỹстермеллине ăнлантарса параççĕ. Кунта районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем те хутшăнаççĕ. Садиксенчи воспитательсем çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетмелли темăсемпе тĕрлĕрен папкăсем, стендсем хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне ачасемпе калаçусем ирттереççĕ, диафильмсем кăтартассине йĕркелеççĕ, кĕнекесем вуласа параççĕ, сăвăсем вĕрентеççĕ, ỹкерчĕксем тума хăнăхтараççĕ, ятарласа уçăлма илсе çỹреççĕ, çав вăхăтрах çул çинчи хăрушлăх пирки те каласа параççĕ. "Пучах", "Пилеш" ача са-чĕсенче ачасем валли ятарлă костюмсем те çĕленĕ, вĕсем çине тĕрлĕ транспорт хатĕрĕсене ỹкернĕ, регулировщик патакĕсене те тунă. Кунта çул çỹрев правилисемпе çыхăннă вăйăсем ирттересси те аван пулса пырать. Воспитательсем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачасем пурăнакан микрорайон макетне туса ха-тĕрленĕ. Унта урамсене, çулсене лайăх кăтартнă, паллăсем лартнă. Районти оргкомитет "Светофорик" конкурса пĕтĕмлетрĕ. "Пучах" ача сачĕ пĕрремĕш, "Пилеш" ача сачĕ- иккĕмĕш, Хирти Выçли пуçламăш шкул-ача сачĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннине палăртрĕ. Вĕсем районти вĕрентỹ управленийĕпе ГИБДД уйрăмĕн Хисеп грамотисене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.
"Каçал Ен"