Ачасем те ĕçлесшĕн
Шкул ачисене, 14-18 çулсенчи çамрăксене çуллахи кунсенче ĕçе вырнаçтарасси те районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă пулса пырать. Çак енĕпе кăçал эпир 23 предприятипе, организаципе 34 килĕшỹ турăмăр. Районти юсавпа строительство организацийĕ, Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинат, Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕ, "Водоканал" предприяти ачасене ĕçе вырнаçтарас енĕпе пирĕнпе çулсеренех килĕшỹ тăваççĕ. Кăçал акă, районти тĕп библиотекăра, "Пилеш" ача садĕнче çамрăк хĕрачасем ĕçлерĕç, вĕсемпе те килĕшỹ турăмăр. Ку енĕпе ачасен районти искусство шкулĕ те пирĕнпе çыхăну тытма пуçларĕ. Çапла майпа эпир 455 çамрăка, шкула ачине ĕçе вырнаçтарма пултартăмăр. Вĕсене пулăшма 172 пин тенкĕ уйăртăмăр. Унсăр пуçне 70 пин тенкине пирĕнпе килĕшỹ тунă предприятисем тỹлерĕç. Кашниех 720-шер тенкĕ ĕçлесе илме пултарчĕç.
"Каçал Ен"