Пĕр уйăх ĕçлени те пулăшу
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕрлĕх статусĕпе пурăнакансене- ĕç шыракансене тĕрлĕ майсемпе ĕç тупса пама тăрăшать. Ку енĕпе предприятисемпе, организацисемпе, учрежденисемпе çирĕп çыхăну тытать. Акă, кăçал кăна пирĕн патăрта шутра тăракансенчен чылайăшне вăхăтлăх ĕçсене (общественные работы) явăçтарас тĕллевпе предприятисемпе 15 килĕшỹ турăмăр, 79 çынна вăхăтлăх ĕçе вырнаçтартăмăр. Вĕсен шутĕнче 49-шĕ хĕрарăм, 16-29 çулхи çамрăксем 29-ăн, пĕр инвалид, 4-шĕ тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсем пĕтернисем, 3-шĕ çар службинчен таврăннă. Сăмахран, "Кооператор" производство комбинатĕнче 15 çын, юсавпа строительство участокĕнче 8 çын ĕçлерĕ. Вăхăтлăх ĕçре пулнисене пулăшма Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен 72 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Çапла вара вăхăтлăх ĕçре пулнисем уйăхне икшер пин тенкĕ ĕçлесе илме пултарчĕç. Каласа хăвармалла, вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнисене пулăшу парассинче район администрацийĕн тỹпи те пысăк, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçĕпе вăл тăтăшах интересленет, май килнĕ таран пулăшать.
"Каçал Ен"