Район чысĕ чи хакли
Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем хушшинче кашни çулах республикăри спорт ăмăртă-вĕсем иртеççĕ. Малтан вĕсем зонăсенче пулаççĕ. Кăçал республикăн кăнтăр енчи районĕсем Тăвай районĕнчи пушар чаçĕнче июлĕн 6-мĕшĕнче тупăшрĕç. Пирĕн пушар хуралĕн ĕçченĕсем кунта иккĕмĕш вырăн йышăнса финала тухрĕç. Финалти ăмăртусем Канаш хулинче иртрĕç. Кунти ăмăртусене Муркаш, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ, Тăвай, Комсомольски районĕсенчи (вĕсем малтанхи виçĕ кустри ăмăртусенче мала тухнă) пушар чаçĕсен спортсменĕсем хутшăнчĕç. Чи малтанах вĕсем 100 метрлă дистаницие тупăшма старта тухрĕç. Çитменнине, тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтерсе пырса чупмалла. Çак дистанцире пирĕн пушар ча-çĕнче вăй хуракансем пысăк пултарулăх, ăсталăх кăтартрĕç, вĕсене нихăш районтан та çитекенни пулмарĕ. А.Жуков пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе пушарниксен ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене те хамăр алăран вĕçертмерĕмĕр. Вĕсем- Ю.Ивановпа П.Прохоров. Ăмăртусен тепĕр тапхăрĕ- çăмăл чикмекпе çуртăн тăваттăмĕш хутне хăпарасси. Кунта пирĕн командăри А.Жуков тăваттăмĕш вырăна тивĕçрĕ. Тепĕр майлă чикмекпе- вăрăмланаканнипе çуртăн виççĕмĕш хутне хăвăрт хăпарас енĕпе А.Жуковпа А.Жирнов палăрчĕç- виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Ăмăртусен тăваттăмĕш тапхăрĕ- командăна чи нумай очко параканни- пушар машинин цистернине шыв ĕмсе илсе тултарса, рукавсене 100 метра тăсса пăрахса палăртнă çĕре шыв тултарасси. Кунта каллех пирĕн командăна çитекенни пулмарĕ. Ку енĕпе республикăра иртекен ăмăртусенче пирĕн ĕçченсем миçе çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăна хăйсен аллинчен вĕçертмеççĕ. Командăри Ю.Иванов, М.Дряблов, Г.Крылов, А.Прохоров, А.Жирнов, А.Жуков ăмăрту условийĕсене туллин, пысăк ăсталăхпа пурнăçларĕç. Уйрăмах Ю.Иванов водитель пирки каласа хăварас килет. Ăмăртусене хутшăннă 6 районти пушар чаçĕсенчи водительсенчен чи пултарулли пулчĕ. Шупашкартан килнĕ судьясем пушар хуралĕсенче ун пек водитель тек çук та терĕç. Çапла вара республикăри районсенчи пушар чаçĕсем хушшинчи ăмăртура комсомольскисем пĕрремĕш призер пулса тăчĕç, район чысне çỹлте тытрĕç, хăйсен ятне ямарĕç.
"Каçал Ен"