Тĕп ыйту- хĕле хатĕрленесси
Сентябрĕн 21-мĕшĕнче районта Чăваш республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин кунĕ иртрĕ. Хальхинче Министерство кунĕн тĕп теми пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха хĕле хатĕрленесси, Йывăç кунне ирттересси тата бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç ук-çине ỹстересси пулчĕ. Министерствăран килнисем ушкăнсене пайланса ĕçлерĕç. Петр Краснов министр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Геннадий Волковпа пĕрле чи малтанах "Октябре 70 çул" урамри çĕнĕ çурта çитсе унта куçма ĕлкĕрнисене саламларĕç. Ĕç тата вăрçă ветеранĕсен канашлăвне хутшăнса Чăваш Енĕн, Комсомольски районĕн экономики, социаллă пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех ветерансен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕç. Культура министрĕ Вăрманхĕрри Чурачăкри ял клубĕн тахçан тума пуçланă çуртне çитсе курнă, строительствăна малалла тăсасси çинчен калаçу пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.Киргизов тата министр çумĕ В.Бондарев ертсе пыракан ушкăнăн çулĕ вара "Слава", "Искра" хуçалăхсенелле выртрĕ. Кунта вĕсем уй-хир ĕçченĕсемпе, Хырай Ĕнел вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсен учителĕсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Хырай Ĕнел ялĕнче "сухаллă" тепĕр объект пур- культура çурчĕ. Унăн шăпи пирки те ыйту хускатрĕç ял çыннисем влаçрисем умĕнче. Виктор Сергеевич ăна та тимлĕхсĕр хăвармасса шантарчĕ. Аслă Чурачăкри, Анат Тимĕрчкассинчи, Тăманлă Выçлири тата Хырхĕрри ялĕсенчи клуб учрежденийĕсенче вара район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ В.Васильев ертсе пыракан ушкăн çитсе паллашрĕ. Тĕпрен илсен, вĕсенче калаçу 2005-2006 ç.ç. хĕллехи сезона хатĕрленсе ирттересси тавра пынă. Ĕçлĕ тепĕр икĕ ушкăн вара Минатуллин, Атласкин фермер хуçалăхĕсенче, "Слава картофелю" агрофирмăра тĕлпулусем ирттернĕ. Район администрацийĕн, Культура министерствин специалсчĕсенчен ял ĕçченĕсен ыйтса пĕлмелли нумай пулнă. Пурне те ĕç укçи, ача-пăча пособийĕ мĕн чухлĕ ỹсесси, газификацине хывнă укçасене хăçан тавăрса парасси хумхантарать-çке. Хăйсен ыйтăвĕсем çине кашниех тулли хуравсем илме пултарнă.
"Каçал Ен"