Комсомольский муниципальный округ

Çемье- патшалăх никĕсĕ

Самани йывăррине пăхмасăрах, паянхи кун та çурт-йĕр çавăрас, хваттер туянас кăмăллисем чакмаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ- çамрăк çемьесем. Паллах, çамрăксен ĕçлесе пухнă пурлăх та, пысăк мул та çук. Кун пек чухне вара вĕсене ипотека кредичĕ пулăшма пултарать. Сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне районти 20 çемье 2 миллион та 858 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çакă 2005 çула вара района уйăрма пăхса хăварнă калăпăшăн 93 миллион та 138 пин тенкĕ) 91,1 проценчĕ пулать. Кăçал районти "Çулталăк çемйи" конкурса 20 ытла çемье хутшăннă. Сентябрĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ конкурсра вара районти финалистсем палăрнă. Октябрĕн 4-мĕшĕнче районти культура çурчĕн сцени çине 9 çемье тухать. Вĕсем хушшинче çав кун çĕнтерỹçĕ-çемье-сем палăраççĕ. Кашни çемье хăйне евĕрлĕ пурнăçпа пурăнать. Урмаелĕнчи Тукаевсен çемйинче килĕшỹ хуçаланать пулсан, ĕç те ăнса пырать, теççĕ. Хирти Ĕнелти Голландцевсем çын çемье ăшшинче кăна телейлĕ тесе шутлаççĕ. Шурутри Маковсем ачасем çине пысăк тимлĕх уйăрасси хăйсен тĕллевĕ тесе шутлаççĕ, воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ малти вырăнта пулмалла теççĕ. Аслă Чурачăкри Никифоровсем çемье телейне пурнăçа юратнинче кураççĕ, çакă çитĕнỹсен çăлкуçĕ пулса тăрать теççĕ.


"Каçал Ен"
28 сентября 2005
00:00
Поделиться