Пурнăçа илемлĕрех тума пулать
"Дружба" кооперативра хĕрарăмсен советне тăваттăмĕш çул ертсе пыратăп. Пирĕн тăрăхра пултаруллă та хастар хĕрарăмсем сахал мар. Хăшĕ-пĕрисем çинчен ăшă сăмах каламаллах. Çак çулта ирттернĕ уявсенчен чи палăраканни, асра юлаканни Хĕрарăмсен кунĕ пулчĕ. Программăна икĕ кунлăх туса хатĕрлерĕмĕр. Пĕрремĕш кунĕнче Эльпуç культура çурчĕ умĕнче "Айтăр-ха, хĕрарăмсем!" конкурс ирттертĕмĕр. Хĕрарăмсем ял администрацийĕн территори-йĕнчи пилĕк ялтан та килчĕç. Тем тĕрлĕ конкурс иртрĕ çак кун хисепе тивĕçлĕ хĕрарăмсем хушшинче. Кооператив председателĕ Р.М.Мансуров кашни командăна уяв торчĕ, тутлă апат-çимĕç парнелерĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Яковлев хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Иккĕмĕш кунĕнче вара кашни ялти хĕрарăмсем уйрăмшарăн хăйсен культура çурчĕсене, клубĕсене пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсене юрă-ташă, тĕрлĕ вăйăсем, вĕри чей кĕтсе илчĕ. Уява çакăн пек йĕркеленипе хĕрарăмсем çав тери кăмăллă пулчĕç. Пире уявсене тивĕçлĕ шайра ирттерме яланах пулăшакан хамăр руководительсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Ара, çĕкленỹллĕ кăмăллă çын ĕçре те хастар-çке. Ял администрацийĕн ветерансен совечĕн председателĕ Е.Е.Иванов тăрăшнипе тата пуçарнипе пенсие каякансене пурне те чаплă уяв туса парасси йăлана çирĕп кĕнĕ. Ăна культура ĕçченĕсем ĕç ветеранĕн юбилейне илем кỹме пысăк пулăшу параççĕ. Кăçал, акă, çак хисепе Любовь Иванова колхозница тата Александра Дмитриева свинарка тивĕçрĕç. Александра Николаевна 30 çул ытла фермăра вăй хунă. Любовь Степановна та хуçалăх уй-хирĕсенче сахал мар пилĕк авнă. Ĕçчен те сăпайлă хĕрарăмсем йышлăн пулнипе палăрса тăрать Эльпуç тăрăхĕ. Кунта почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче тăрăшакан В.Гордеева, Г.Громова, Г.Зайцева пирки ял çыннисем ырăпа çеç асăнаççĕ. Вĕсем кашни яла, кашни киле вăхăтра хаçат-журнал çитерме тăрăшаççĕ, тĕрлĕ пулăшу парассине те хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Çак çыхăну уйрăмĕнче нумай çул ĕçлесе пенсие тухнă Зоя Алексеевна Сметанина почтальонка пур енĕпе те маттур хĕрарăм. Унăн килĕ умĕнче ỹсекен чечексем çине пăхсан кунта пултаруллă, килĕшỹллĕ, сăпайлă çемье пурăннине туйса илетĕн. Фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Н.Бикбулатова, А.Гордеева, Л.Алексеева, С.Долгова фельдшерицăсем, Л.Константиновăпа Л.Чернова санитаркăсем чылайранпа сывлăх хуралĕнче тăрăшаççĕ. Ял халăхĕ вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Вĕсем яланах халăхпа пĕрле: ялта та, хирте те, фермăра та, машинăпа трактор паркĕнче те. Хирти Явăш ферминче тăрăшакан З.Васильевăна, З.Орловăна, Л.Розовăна мĕнле-ха ăшă сăмах каламасăр хăварăн. Зинаида Вячеславовна 1974 çултанпах (31 çул) ĕне сăвать, пултаруллă доярка, Зинаида Витальевна- осеменатор, Любовь Васильевна вара ферма коллективĕн ĕçне йĕркелесе пырать- ферма заведующийĕ. Йĕтем çинчи тырпула тирпейлесе кĕртнĕ çĕрте кашни çулах М.Алиуллова, А.Салахова, Г.Феткуллина, Н.Камальтдинова, В.Айнетдинова, Н.Феткуллина, Н.Зейнетуллина палăраççĕ, ĕçре ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. И.Орлова весовщица та шанса панă ĕçре хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Пирĕн тăрăхра ал ĕç ăстисем питĕ нумай. Вĕсен пултарулăхĕпе кашни çулах районта иртекен "Акатуйра" паллаштарма тăрăшатпăр. Ку енĕпе уйрăмах Эльпуç ял библиотекин заведующийĕ Е.Павлова нумай ĕçлет. А.Громован, Эльвирăпа Мария Ильязовасен, Г.Асейнован, З.Макарован, В.Никифорован ĕçĕсем районти выставкăра уйрăмах палăраççĕ. Ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркесене малалла аталантарасси пирки те манман, вĕсене шутран кăларман. Троица, Питрав уявĕсене кашни ялта пĕрле пухăнса ирттеретпĕр. Питрав кунĕнче вăйă мĕнле илемлĕ иртет, курасчĕ сирĕн. Кунта ватти-вĕтти, çамрăкки хутшăнать, пĕри те айккинче юлмасть. Савăнать, мăнаçланать, юрă-ташăра киленет ял халăхĕ. Кăçал акă, Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине паллă турăмăр. Çак юбилее çỹллĕ шайра ирттерес тесе культура ĕçченĕсем сахал мар тăрăш-рĕç, курăмлă, асра юлмалли ĕç нумай пулчĕ. Драма коллективĕсен районти фестивальне Г.Терентьевăн "Куккук çаплах авăтать" драмипе хутшăнтăмăр. Пултаруллă çав пирĕн артистсем те: В.Зайцева, Г.Васильева, Т. Иванова, М.Гаврилова, Е.Куропаткина, А.Васильева пурнăçа сцена çинче уçăмлă çутатса пама пĕлеççĕ, куракансене тыткăна илеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ смотр-конкурсра та мала тухрăмăр, республика шайĕнче Патăрьелĕнче иртнĕ драма коллективĕсен смотр-конкурсне хутшăнтăмăр. Пысăк та хисеплĕ уяв- Учительсен кунĕ çывхарать. Учитель ĕçĕ- сумлă, хисеплĕ. Кашни вĕрентекен хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа вăйне, пĕлĕвне, вăхăтне шеллемесĕр çитĕнекен ăрăва парать. В.Зайцевана, Г.Васильевана, З.Ильинана, Г.Асейнована, Н. Ильинана асăнмасăр хăварма нимĕнле те пултараймастăп. Ĕçре те хастар, пĕр обществăлла мероприятирен те пăрăнса юлмаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хăйсен вĕрентекенĕсене ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те, ял çынни те хисеплет. Акă тата Давыдовсен çемйине илер. Пирĕн енче кăна мар, районта та, республикăра та вĕсене спортпа туслă çемье иккенне питĕ лайăх пĕлеççĕ. Галина Ивановнăпа Анатолий Клементьевич, вĕсен ачисем спортра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туса Мускаври спартакиадăна та хутшăнма тивĕç пулнăччĕ. Халĕ те вĕсем районти ăмăртусенче пĕрре те çĕнтерỹçĕсен шутĕнчен тухмаççĕ. Шкул коллективĕ малашне те вăй илсе, аталанса пытăр. Çывхарса килекен Учительсен кунĕ ячĕпе пурне те ăшшăн саламласа кулленхи ăнăçу, телей сунатăп. Пурнăçа илем кỹресси хамăртан килет. Çавна тĕпе хурса ĕçлет те хĕрарăмсем совечĕ.
"Каçал Ен"