Комсомольский муниципальный округ

Старта йыхравлатпăр

Октябрĕн 1-мĕшĕ: "Каçал ен" хаçат парнисемшĕн- эстафетăлла ăмăртусем, çуллахи спорт сезонĕ хупăнать. Вĕсем район администраци çурчĕ умĕнче иртеççĕ. Дистанцийĕ- район центрĕнчи парк тавра. Командăсен составĕсем: Çак ăмăртусене пурте, тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем хутшăнма пултараççĕ. Ăмăртусем ушкăнпа пулаççĕ. Пĕрремĕш ушкăн: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем. Вĕсен командинче 6 çын (3 арçын ача, 3 хĕрача). Арçын ачасем- 400, хĕрачасем- 300 метра чупаççĕ. Иккĕмĕш ушкăн: вăтам шкулсен командисем. Вĕсенче 8 спортсмен пулмалла- 4 арçын ача, 4 хĕрача. Арçын ачасем те, хĕрачасем те 400 метрлă дистанцинче вăй виçеççĕ. Виççĕмĕш ушкăн: предприятисемпе организацисен, учрежденисен, колхозсемпе кооперативсен командисем. Кашни командăра- 5 çын(2 хĕрарăм, 3 арçын). Арçынсем те, хĕрарăмсем те 400 метрсенче ăмăртаççĕ. Парнесем: пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсем "Каçал ен" хаçатăн куçса çỹрекен кубокĕсене, Хисеп грамотисене тивĕç пулаççĕ. Унсăр пуçне кашни ушкăнра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ командăна "Каçал ен" хаçата 2006 çулăн пĕрремĕш çур çулĕшĕн çырăнса параççĕ. Хĕрачасем хушшинчи чи пултаруллă спортсменкăна ятарлă парне кĕтет. Асра тытма. Эстафетăлла ăмăртусене хутшăнма спортсменсен хушамачĕсене çырнă, врач çирĕплетнĕ заявкăсене октябрĕн 1-мĕшĕнче, ăмăртусене килсен, ирхине 10 сехетчен йышăнаççĕ. Ăмăртусен çак положенине физкультурăпа спорт коллективĕсен старта тухма йыхравлани вырăнне йышăнмалла. Ăна тĕпе хурса команда составне хатĕрлемелле. Спортсменсене илсе килме транспорт хатĕрĕшĕн тỹлесси, апат çитересси- командăсене тăратакан организаци шутĕнчен. 


"Каçал Ен"
28 сентября 2005
00:00
Поделиться