Комсомольский муниципальный округ

Кандидатсем суйлавçăсемпе тĕл пулаççĕ

Районти ТИК çирĕплетнĕ графикпе килĕшỹллĕн, вырăнти хăйтытăмлăхăн представителлĕ органĕсене суйлама тăратнă кандидатсем суйлавçăсемпе тĕл пулма пуçларĕç. Пирвайхи тĕлпулу сентябрĕн 27-мĕ-шĕнче Аслă Чурачăкри культурăпа социаллă центрта иртрĕ. Унта Комсомольски район пуçлăхĕ пулма тăратнă виçĕ кандидат- Г.Волков, И.Пахалов, А. Степанов хутшăнчĕç. Ку территорирен район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне, ял поселени пуçлăхне суйланма виçшер кандидат заявлени панă: З.Гайнуллов, А.Кириллов, Х.Идиатуллин, Р.Абульханов, Ю.Лукиянов, Е.Николаев. Районти ТИК председателĕ А.Терентьев кандидатсене сăмах пачĕ. Кандидатсем хăйсемпе, суйлав программисемпе паллаштарчĕç. Суйлавçăсен те вĕсем патне ыйтусем, сĕнỹсем чылай пулчĕç. Шкулта ачасене вĕри апат çитерес, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне тĕп врачпа тивĕçтерес, Аслă Чурачăкра çĕнĕ шкул строительствине пуçласси тата ытти пирки ыйту хускатрĕç чĕчкенсемпе чурачăксем. Шурутпа Йỹç Шăхаль ялĕсенче тĕлпулусем сентябрĕн 28-мĕшĕнче пулчĕç. Ку территорипе ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма пилĕк кандидат таранах, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма икĕ çын регистрациленнĕ. Вырăнти представителлĕ органсене суйланма кăмăл тунисен кунта та хăйсен оратор ăсталăхне кăтартма, суйлавçăсен ыйтăвĕсене хуравлама тиврĕ. Ял çыннисем хушшинче тухса калаçакансем, сĕнỹ паракансем те пулчĕç. Тĕлпулусем пуçланас умĕн Аслă Чурачăкра ачасен "Тевет" фольклор ушкăнĕ, Йỹç Шăхалĕнче районти культура çурчĕн юрăçисем концерт кăтартрĕç. Асанкассинчи тĕлпулу вара чи асра юлаканни пулчĕ. Лайăххипе мар çав. Вырăнти художество пултарулăх ушкăнĕн концерчĕ вĕçленсенех залра çутă лапах сỹнсе ларчĕ. Çапах пăрахса каякан никам та пулмарĕ. Район пуçлăхне суйланма регистрациленнĕ Г.Волковпа И.Пахалова (ыттисем килмен), ял поселени пуçлăхĕн кандидачĕсене А.Озерова, Н.Филиппова, Н.Чапрасова, район Пухăвĕн депутачĕ пулма тăратнă Н.Жирнова, Н.Чумаков кандидатсене пухăннисем тимлĕн итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан япаласем çинчен ыйтса пĕлчĕç. Паллă ĕнтĕ, тăван ял шăпи, пуласлăхĕ кирек кама та ытларах пăшăрхантарать. Çавăнпа ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулас текенсене чăн-чăн "экзамен" тыттарчĕç ял çыннисем. Вĕсене хастартарах пулма çурта çути те пулăшрĕ пуль. Çапах та çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулусем вăхăтĕн-че электроçутă кирлех. Çак тапхăрта районти мĕнпур служба хăйсен ĕçне йĕркеллĕ туса пырасчĕ. Анат Тимĕрчкасси, Урмаел ял администрацийĕсенче çакнашкал тĕлпулусем сентябрĕн 30-мĕшĕ- октябрĕн 1-мĕшĕсенче иртрĕç. Ĕçсем вĕçленсе ĕлкĕрейменнипе-и, кандидатсемпе тĕлпулусене çынсем питĕ сахалăн çỹреççĕ. Ял çыннисене вырăнти представителлĕ органсене камсем суйланасси пĕрре те кăсăклантармасть-ши? Кандидатсемпе курса паллашмасăр эпир вĕсенчен кам чи тивĕçлине епле суйласа илĕпĕр? Малашне суйлавçăсем хастартарах пуласса шанас килет. Шăп çакăн пек калаçусенче вĕсем çинчен ытларах, тĕплĕнрех пĕлме пулать вĕт. Суйлав кунĕччен нумай юлмарĕ.


"Каçал Ен"
01 октября 2005
00:00
Поделиться