Комсомольский муниципальный округ

Эсир пуртан илемлĕ çут тĕнче

Октябрĕн 1-мĕшĕ- паллă кун, аслă ăру çыннисене чыслатпăр. Шăп та шан октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕчченех çак ятпа районта чаплă мероприятисем иртеççĕ. Октябрĕн 5-мĕшĕнче "Урожай" колхозра та ватăсене пуçтарса хисеп турĕç. Ватăсем пĕрле пухăнса çамрăклăха аса илсе чунĕсене пусарчĕç, тĕрлĕ ыйтăва пĕрле сỹтсе яврĕç. Чи малтан хуçалăхри ветерансен совечĕн председателĕ В.Т.Уразаев çулталăкра мĕн туса ирттернине каласа пачĕ. Паянхи куна "Урожай" колхоза 3 ял кĕрет- Шурут, Шурут-Нурăс тата Тутар Шурут. 348 ветеран пурăнать. Вĕсен шутĕнчен 4-шĕ- Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, нумай çул пурăнакансем (90 çултан иртнисем)- 7-ĕн(пурте хĕрарăмсем). Уява вара 150 çынна яхăн пуçтарăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Г.М.Киргизов ватăсене уяв ячĕпе саламларĕ, район пурнăçĕпе паллаштарчĕ, ватăсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ватăсене ытларах "Ĕç ветеранĕ" ята илес ыйту хумхантарать. Çавăн пекех радиоточкăсем, тỹлевсĕр çул çỹресси тата ытти ыйтусем те пулчĕç. Пур ыйту çине те ватă çынсем тулли хурав илчĕç. Уяв ячĕпе Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Урожай" колхоз ертỹçи А.Н.Ершов хăйĕн саламлă сăмахĕн-че ватăсен, ветерансен ирĕкĕпе интересĕсене хỹтĕлесси, вĕсене общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнма май туса парасси республикăра, районта мĕнле пулса пыни çинчен чарăнса тăчĕ, хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. "Эсир пуртан илемлĕ çут тĕнче, эсир пуртан эпир телейлĕ",-сăмахсемпе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне. Уява хутшăннисем ветерансен советне тата унăн председательне суйласа хăварчĕç. Совет председателĕ пулма В.Т.Уразаева хăйнех шанчĕç. Районти ветерансен конференцине кайма делегатсем суйларĕç. Колхоз ертỹçи А.Н.Ершов ветерансене ăшă кăмăл-туйăм парнелес тесе сахал мар тăрăшать. Уява пуçтарăннисем чăваш эстрада юрăçисем Л.Васильева, В.Адюков, М.Семенов шăрантарнă юрăсемпе киленме пултарчĕç. Хуçалăх столовăйĕнче вара тулли кĕрекене ларчĕç ветерансем. Çак кунах уяв "Победа" ял хуçалăх кооперативĕнче те иртрĕ. Кунта та ватăсене пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Йỹç Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул вĕренекенĕсем концертпа савăнтарчĕç



"Каçал Ен"
08 октября 2005
00:00
Поделиться