Комсомольский муниципальный округ

Йывăç кунĕ иртрĕ

Кăçал- садсемпе парксен çулталăкĕ. Тавралăх ешĕлрех те илемлĕрех пултăр тесен пурин те тăрăшмалла. Районти йывăç кунĕ "Йывăç ларт та ăна упраса хăвар" девизпа октябрĕн 7-мĕшĕнче иртрĕ. Предприятисемпе организацисем, вĕренỹ заведенийĕсем, уйрăм çынсем çĕршер йывăç лартрĕç. Унсăр пуçне, халиччен хывнă парксемпе скверсене, садсене, алле-йĕсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Кăçал район центрĕн-че, ялсенче чечексем çăвĕпех илемĕпе савăнтарчĕç. Вĕсене килес çула валли тирпейлесе хăварчĕç. Уйрăм çынсен те çак юхăмран айккинче тăрас марччĕ.


"Каçал Ен"
08 октября 2005
00:00
Поделиться