Комсомольский муниципальный округ

Пĕрне-пĕри ăнлансан, пурнăç пулать пит аван

Çемье мĕн чухлĕ çирĕпрех, пирĕн çĕршыв çавăн чухлĕ тĕреклĕрех. Çавăнпах Чăваш Ен правительстви, Президенчĕ обществăн пĕчĕк ячейки çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн "Çулталăк çемйи-2005" республикăри конкурсĕ çинчен" постановленийĕпе килĕшỹллĕн, октябрĕн 4-мĕшĕнче районта çакнашкал конкурс иртрĕ. Конкурс тĕллевĕ- обществăра çемье авторитетне ỹстересси, çемьери, ăрури йăла-йĕркесене упраса хăварма, сывă пурнăç йĕркине аталантарма майсем туса парасси, хамăр тăрăхри чи лайăх çемьесене тупса палăртасси. "Весна" ресторанра иртнĕ уява 8 çемье хутшăнчĕ. Финала хутшăнакан пур çемьен те хăйнеевĕрлĕхĕ пур, кашнийĕнех хăйсен йăли-йĕрки, интересĕсем. Уяв программине ерт-се пыракансем вĕсене тĕрлĕ ĕçсем тума ыйтрĕç, камăн ĕçĕ чи лайăххине палăртаканни вара жюри пулчĕ. Пĕрремĕш конкурс мăшăрсем хăйсемпе паллаштарни пулчĕ. Акă, Асанкассинчи Карповсем çемье телейне пĕрне-пĕри ăнланса, яланах пулăшса пынинче, ĕçре те, канура та юнашар пулнинче кураççĕ. Вĕсен ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. Тукайри Курицынсем виçĕ ывăл ỹстереççĕ. Валентина- районти культура пайĕн организаципе методика центрĕн руководителĕ, Алексей вара- "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕн тĕп инженерĕ. "Çĕнĕ пỹрт лартма пикенсен пуран тăватă кĕтесне тăма пирĕн çемьере тăватă арçын пур",-тет Валя. Ласточкинсем шăп 19 çул каялла, октябрĕн 4-мĕшĕнче пĕрлешнĕ, Анат Тимĕрчкассинче пурăнаççĕ. Пĕри- ял хуçалăх ĕçченĕ, тепри- пуçламăш классен вĕрентекенĕ. Юрийпе Ирина, сывлăхлă пулччăр тесе, ачисене пĕчĕкренех спорта явăçтарма тăрăшаççĕ. Çак туртăм уйрăмах вĕсен Оксана хĕрĕнче вăйлă. Оксана çăмăл атлетикăпа туслă, вăл тăван шкул, район чысне республика шайĕнче хỹтĕленĕ, хỹтĕлет те. Мăшăрсем иккĕшĕ те юрра-ташша юратаççĕ, пушă вăхăт тупса ялти "Хĕлхем" фольклор ушкăнне çỹреççĕ. Алевтина Николаевнăпа Николай Георгиевич Ильинсем- Чăваш Эльпуç ялĕнчен. Шкул директорĕпе фармацевтăн çемйинче 2 ывăл-пăхаттир ỹсет. Николай хăйĕн шăпипе Хирти Явăш шкулне ĕçлеме килсен тĕл пулнă. Алена ун чухне аслă класра вĕреннĕ, савнă каччи çартан таврăннă çĕре вара пиçсе çитнĕ çырла пулса тăнă. Хирти Сĕнтĕрти Голландцевсен çемье стажĕ- 16 çул. Вĕсем этем çемьере кăна телейлĕ тесе çирĕплетеççĕ. Мăшăрсем хăйсен пурнăçне çамрăк ăрăва пĕлỹ парассине халалланă. Анчах, кăçал Хирти Сĕнтĕр шкулне реструктуризаци тунипе, кил хуçи ĕçсĕр юлнă, халь инçете ĕçлеме кайса çỹрет. Надежда Нĕркеç вăтам шкулĕнче нимĕç чĕлхине вĕрентет. Чĕчкен ялĕнчи Альмирăпа Хасиатуллан юрату кăварĕ вара шкулта, пĕр класра вĕреннĕ чухнех хыпса илнĕ. Идиатуллинсен ачисем те ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те учительсем пулнипе-и, тĕпренчĕкĕсем те аслă вĕренỹ заведенине çул тытнă, студентсем пулса тăнă. Вăхăт таппине пăхăнса, Хасиатулла Семигуллович хăйĕн ориентирне ылмаштарнă, аграри енĕ-пе ĕçлеме пуçланă. Хăшпĕр çемьесенче кинĕпе хунямăшĕ хушшинче çĕнĕ çын килсе кĕрсенех хура кушак каçса каять пулсан, Аслă Чурачăкри Никифоровсен килĕнче вара пач тепĕр майлă. Вĕсем епле килĕштерсе пурăннине кура ялта ăмсанакансем те пур-тăр. "Пирĕнпе юнашар ялан вĕ-рентсе пыракан, канашсемпе пулăшакан, пурнăçри опытне паракан ватă çын пурри епле лайăх",- тет Галина Федоровна. Урмаел ялĕнчи Тукаевсем çапла калаççĕ: çемьере килĕшỹ хуçалансан, ĕçсем те ăнса пыраççĕ. Фаиляпа Нурисламăн ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. Кил хуçи арăмĕ- "Росгосстрах-Атăлçи" страхлакан компанин агенчĕ, мăшăрĕ- Урмаел шкулĕн вĕрентекенĕ. Конкурса хутшăнакан çемьесем жюрине хăйсен "килти ĕçĕсемпе" те паллаштарчĕç. Пĕрремĕшĕ- çемье альбомĕ тăвасси. Вĕсен страницисенче çĕнĕ мăшăр чăмăртаннинчен пуçласа ачисен çитĕнĕвĕсене кăтартакан Хисеп гармотисем таранах вырăн тупнă. Тата мĕн тĕрлĕ апат кăна хатĕрлесе килмен пулĕ конкурсантсем: кунта тĕрлĕ-тĕрлĕ салачĕ, кукăлĕ-булки, торчĕ тата ытти те пур. Банкăсенчи, турилкке çинчи çимĕçсем пурте тутлă, техĕмлĕ çеç мар, илемĕпе те илĕртрĕç. Çавăнпа чи-чине суйласа илме те йывăр пулчĕ. Çапах та çак тупăшура Ильинсен килти ĕçĕ чи пысăк хака тивĕçрĕ. Мăшăрăн "Оливье", "Астивсем мана" салачĕсем пурне те тыткăна илчĕç, вĕсем "Хозяюшка" номинацире Дипломлă пулчĕç. Ласточкинсем, хăйсен хушаматне тỹрре кăларса, "Чĕкеç йăви" ятлă блюдо ха-тĕрленĕ. Пултарулăх конкурсĕнче панă сăмахсемпе усă курса сăвă çырма тиврĕ мăшăрсен. Кану саманчĕсене вара районти культура çурчĕн ĕçченĕсем илем кỹчĕç. М.Волкова, Л.Носова, Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Б.Карзаков юрланă илемлĕ юрăсемпе чăннипех киленетĕн. Жюри комиссийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Георгий Киргизов, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Зоя Каринкина, социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕ Ираида Никитина пулчĕç. Пурин те çемье стажĕ пысăк, çавăнпа вĕсем "тỹре" рольне тивĕçлĕ. Мăшăрсенчен пĕри те парнесĕр, Дипломсăр юлмарĕ. Голландцевсен çемйи "Мужественная семья", Идиатуллинсем "Идеальная пара", Никифоровсем "Трудолюбивая семья" номинацисене тивĕçрĕç. "Спортивная семья" ята Ласточкинсем, "Творческая семья" ята Карповсем çĕнсе илчĕç. Чи нумай сасă пухса вара "Çулталăк çемйи-2005" конкурсра Курицынсем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Вĕсен республикăри тупăшура район чысне хỹтĕлеме тивĕ. Иккĕмĕш вырăнта- Тукаевсем. Ильинсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Районта килĕшỹллĕ, туслă, лайăх çемьесем пайтах, анчах çакнашкал конкурссене хутшăнма кăмăл тăвакансем йышлă мар. Малашне кашни ял администрацийĕнченех ытларах мăшăр хутшăнсан кăмăллăрах пулĕ. 



"Каçал Ен"
08 октября 2005
00:00
Поделиться