Комсомольский муниципальный округ

Ватăсене хисеплеççĕ

Маларах колхозра вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнисене чыслас, хисеплес тĕллевпе çак кунсенче "Дружба" кооператив правленийĕ уяв туса пачĕ. Хирти Явăш вăтам шкулĕн актовăй залне нумайăн пуçтарăнчĕç. Хальхи вăхăтра Эльпуç ял администрацине кĕрекен ялсенче 325 пенсионер пурăнать. С.Алиуллов, Д.Мокеева, Е.Андреева, Н.Николаева хăйсен вăхăтĕнче колхоз производствине аталантарас енĕпе ырми-канми тăрăшнă. Хастар çынсен ячĕсене татах та вуншар, çирĕмшер асăнма пулать. Социаллă-культурăлла ĕçченсем те ял çыннисемшĕн вăй хунă. Уяв вăхăтĕнче ял администрацийĕн-чи ветерансен пухăвĕ те пулса иртрĕ. Унта тухса калаçакансем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Кама яла автобус çỹременни пăшăрхантарчĕ, кама çутçанталăк газĕ кĕртейменни хумхантарчĕ. "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Р.М.Мансуров ячĕпе те ăшă сăмахсем пулчĕç. Ветерансене район представителĕсем те саламларĕç. Тивĕçлĕ канура пулин те паянхи кун С.Аполонова, В.Казаков, Ю.Васильева тата ыттисем те кооператив ĕçĕнче тăрăшаççĕ. Пухура ветерансен советне çĕнĕрен суйласа хăварчĕç. Районти конференцие кайма çынсем палăртрĕç. Ял администрацийĕнчи культура ĕçченĕсем ватăсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕ хисеплĕ ветерансене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕ. Ватăсем иртни пирки аса илчĕç, пĕрле ĕçленĕ çынсемпе кăмăлтан калаçрĕç. Хуçалăхра нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва каяссине чыслăн ăсатасси йăлана кĕнĕ. Вĕсене хаклă парнесем параççĕ, тав сăмахĕсем калаççĕ. 



"Каçал Ен"
08 октября 2005
00:00
Поделиться