Сăнỹкерчĕксен конкурсĕ
Районта "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пырать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче "Эпĕ пурнăçа суйлатăп" фотоконкурсăн пĕрремĕш турĕ иртнĕ. Ачасем кашни сăнỹкерчĕке ят парса тухнă: "Вĕренỹ- тĕп ĕç", "Туссем, илемлĕ пирĕн пĕрлĕх!" тата ытти те. Çамрăксем çакăн пек пултаруллă, хастар пулни савăнтарать. Фотоконкурс малалла пырать.
"Каçал Ен"