Комсомольский муниципальный округ

Саламлă тилеграмма çитрĕ

Çак кунсенче Мускавран, Патшалăх Думин депутатĕнчен А.Г.Аксаковран район пуçлăхĕн кандидачĕн Г.Ф.Волковăн ячĕпе саламлă телеграмма çитнĕ. Район çыннисене вăл ял хуçалăх ĕçченĕсен тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе саламлать. "Паянхи кун çĕр çинче ĕçлеме питĕ йывăр. Сирĕн яваплăх тата ĕçченлĕх çеç ялти пурнăç ăнăçлăхне тытса тăрать, республика çыннисене апат-çимĕçпе тивĕçтерме май парать. Эсир çеç ĕçри пĕчĕк ỹсĕм те мĕнле пысăк хĕнпе пулнине ăнланатăр. Тайма пуç сире çавăншăн. Малашлăха шанса тăрăр, телей те çирĕп сывлăх, çемьере ăнăçлăх сунатăп"-тенĕ унта.


"Каçал Ен"
12 октября 2005
00:00
Поделиться