Комсомольский муниципальный округ

Тепĕр вышка çĕкленнĕ

Паянхи кун сотовăй телефонсемпе усă куракансен йышĕ пысăклансах пырать. Кам "Мегафон", кам "Билайн" компанисем урлă çыхăну илеççĕ. "Билайн" компани хăйĕн çыхăнăвне вара çулсеренех сарса пырать, кашни ялтах унпа усă курччăр тесе тăрăшать. Нумаях пулмасть вăл Тукай ялĕнче тепĕр вышка хăпартса лартнă (пĕрремĕшĕ- Комсомольски çывăхĕнче). Апла пулсан, инçетри ялсем те пĕр чăрмавсăрах мобиллĕ çыхăнупа усă курĕç.


"Каçал Ен"
12 октября 2005
00:00
Поделиться