Аслăчурачăксем депутат парнипе ăшăнĕç
Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ - районти пирвайхи офис. Унти шурă халатлă ĕçченсем Чĕчкенпе Аслă Чурачăк çыннисене йышăнаççĕ, сиплеççĕ. Пĕр-икĕ çул каялла РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов офис ĕçĕпе, вăл халăха медицина пулăшăвĕ епле панипе, кунти ĕç условийĕсемпе паллашнăччĕ. Паллă ĕнтĕ, сиплев учрежденийĕсенче ăшă- чи кирлĕ условисенчен пĕри. Кĕркунне-çуркунне, хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен е вĕçленсен, пỹлĕмсенче сивĕрех-çке. Çакна шута илсе Павел Владимирович, чирлисем ан шăнччăр тесе, ăшăтмалли электрокăмакасем парнелеме шантарнă. Пирĕн депутат сăмахĕсене çилпе вĕçтерекен çын мар. Октябрĕн 13-мĕшĕнче Аслă Чурачăк офи-сĕнче ĕçлекенсем çакна хăйсем те курса ĕненчĕç. Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн пулăшаканĕ Светлана Гордеева офиса парнесемпе килсе çитрĕ. (Сăмах май каласан, Павел Семеновăн пулăшаканĕ Светлана Денисовна- пирĕн ентеш. Асанкассинче çуралса ỹснĕ Денис Гордеев çыравçăн хĕрĕ). "Ай, ытла та меллĕ, питĕ кирлĕ япаласем. Халь ĕнтĕ чирлисен сывлăхĕшĕн пăшăрханмалла пулмĕ",- терĕç кунти шăл тухтăрĕ Г.В.Шуряшкина, медицина сестрисем, икĕ электрокăмака йĕри-тавра ăшă сапалама пуçласан. Вĕсем çакăн пек чаплă парнешĕн, халăхшăн тăрăшнăшăн Павел Владимировича чĕререн тав турĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç.
"Каçал Ен"