Комсомольский муниципальный округ

Çĕнĕ станци

Комсомольски ЛТЦ-11 коллективĕ телефон çыхăнăвне куллен çĕнетсе пырать. Çак кунсенче çеç Урмаел ялĕнче 100 номерлĕ "ЭЛКОМ" çĕнĕ станци хута кайрĕ. Халĕ урмаелсем район центрĕпе "9" пуçтарса мар "6" цифра хушса çыхăнма пултараççĕ, тỹрех Шупашкарпа та калаçма çăмăл. Кивĕ çуртсене вырнаçнă станцисене уйрăм контейнерсене вырнаçтарма пикенеççĕ. Вĕсенче ăшă хăтлă. Хакĕ те пĕчĕк мар, 600 пин тенкĕ тăрать. Связистсем тата 6-7 ялта çĕнĕ станцисем хута яма палăртнă. Телефон кĕртес текенсен çывăх вăхăтрах ЛТЦ-11 пырса заявлени памалла, договор çырмалла. Станци хута кайнă хыççăн Урмаелĕнче те тата телефон кĕртес текенсем нумайланнă, çавăнпа та заявление станцие лартичченех памалла.


"Каçал Ен"
15 октября 2005
00:00
Поделиться