Ырă йăла
Ветерансен районти "Шанчăк" клубĕнче çулсеренех октябрь уйăхĕнче Ваттисен кунне савăнăçлă лару-тăрура ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă, хальхинче те тĕслĕх библиотекăна ватăсем йышлăн пухăнчĕç. Малтанах пурте Вера Шимонис йĕркеленĕ пахчаçимĕçсен мини-выставкипе интересленсе паллашрĕç. Чăнах та тĕрлĕ формăллă çĕрулмипе кишĕртен мĕнле кăна чĕрчун "çуратма" пулмасть иккен. Морж, тюлень... Кăштах тăрăшни тата фантази çеç кирлĕ. Маттур, пултарать пурне çепĕç те янăравлă сассипе савăнтаракан Вера Филимоновна. Хальхинче те вăл А.Владимировăпа, Л.Карсаковăпа пĕрле ватăсене нумай юрăсемпе хавхалантарчĕç. Уява саламлă сăмах каласа библиотека директорĕ Тамара Муравьева уçрĕ. В.Боровкова, Л.Савельева, Л.Морозова библиотекарьсем пухăннисене Сергей Есенин творчествипе, пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн представителĕ Е.Челакова, "Шанчăк" клуб председателĕ М.Бормотина, ветерансен районти организацийĕн председателĕн суме Р.Моисеев тата ыттисем те ватăсене уяв ячĕпе саламларĕç, сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунчĕç. Б.Карсаковпа В.Павлов баянистсем пухăннисене çепĕç юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Уяв интереслĕ те чылайлăха асра юлмалла иртрĕ.
"Каçал Ен"