Комсомольский муниципальный округ

Ваттисенче- ăс,çамрксенче - вăй

Октябрĕн 14-мĕшĕнче ветерансен районти конференцийĕ иртрĕ. Ăна кĕске сăмах каласа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Г.М. Киргизов уçрĕ, вăл ветерансен районти организацийĕн председательне Ю.С. Тимофеева сăмах пачĕ. Юрий Сергеевич икĕ конференци хушшинче организаци мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен отчетлă доклад туса пачĕ. Малтанах Çĕнĕ Мăратри ветерансен пуçламăш организацийĕн председателĕ С.И. Басников тухса калаçрĕ. "Кăçал эпир паллă куна- Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнине паллă турăмăр. Ветеренсене нумай çăмăллăх пачĕç. Автобуспа çỹресси те лайăхланчĕ. Пирĕн яла автобус çỹретчĕ. Юлашки вăхăтра вăл çỹреме пăрахрĕ. Усси çук теççĕ. Паллах, билечĕсене алла илмесен усси пулмасть. Укçине шофера параççĕ те, билечĕсене илмеççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем Эльпуçне çỹрекен автобуспа та пулнă. Маршрутсене хупрĕç",- терĕ Сергей Иванович. Ун хыççăн Г.А.Титов тухса калаçрĕ. Вăл Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче ветерансен кунĕсене кашни çулах туллин ирттерни çинчен каласа пачĕ. Уяв ирттерме Х.Идиатуллин, З.Заргиров, М.Минатуллин предпринимательсем нумай пулăшаççĕ. В.И.Пундякова ветерансем хушшинчи спорт юхăмĕ кăсăклантарать. Юлашки вăхăтра ваттисемпе тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттерме пикенчĕç. Çак ĕçе малалла та аванлатса пымалла. Кунта та спорт ăмăртăвĕсем ирттерме Г.М.Долгов, В.Г.Васильев нумай пулăшаççĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕн С.А. Алиулловăн сăмахĕсене залра пухăннисем уйрăмах тимлĕ итлерĕç. "Историе упрамалла, ăна пăсса кăтартмалла мар. Юлашки вăхăтра малтан ĕçленĕ çĕршыв пуçлăхĕсем пирки тĕрлĕ элеклĕ статьясем пичетленме пикенчĕç. Ĕçлемен çын анчах йăнăшмасть. Эпĕ хам та йăнăш политикăна пула нумай нуша тỹснĕ. Çавах никам пирки те хурласа калаçма шуламастăп. Комсомол, пионер организацийĕсене пĕтерни тĕрĕс мар. Воспитани ыйтăвĕсене пачах манса кайрĕç. Çамрăксем хушшинче ĕçкĕпе иртĕхекенсем нумай. Кун пекки нихăçан та пулман. Халĕ çĕршывра кăмăл-сипет мар, укçа хуçаланать",- терĕ Сенат Алиуллович. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн А.Н. Ершовăн сăмахĕсем те витĕмлĕ. Районти 27 хуçалăхран çурри ура çинче аван тăраççĕ. Ĕçлесен çитĕнỹ тума пулать. Районта тутарсемпе чăвашсем килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ку питĕ аван пулăм. Республика çыннисен пурнăçне лайăхлатас тесе Н.В.Федоров президент нумай тăрăшать. Мускавра йăнăш йышăннă решенисене те вăхăтра хамăр патра тỹрлетет. Ветерансене çăмăллăх парас ĕçри йăнăшсене те тỹрех сиссе илчĕ, вырăнта тỹрлетрĕ,- терĕ Алексей Никифорович. "Дружба" хуçалăхри ветерансен совечĕн председателĕ Е.Е.Иванов çын вилсен пытарма паракан укçа шайĕ пĕчĕк пулни çинчен каларĕ. Япăх, пĕччен пурăнакан çынсем чылай. Вĕсем вилсен вĕсене пытарма паракан укçа çитмест. Ирĕксĕрех çынсенчен пуçтарса çỹремелле. Укçа ỹстерес пирки ниçта та калаçмаççĕ. Çĕнĕ Кипеçрен килнĕ А.М. Галкин делегат çăмăллăхсене епле пулсан та сыхласа хăварас терĕ. Нумай çăмăллăхсем ваттисем сисмесĕрех хуллен пĕтсе пыраççĕ. Нĕркеçрен килнĕ В.И.Герасимов делегат ветерансемпе пĕрле çĕрулми пухма тухни çинче каларĕ. 20 çынна ĕçе илсе тухма пултарнă вăл. Çĕрулми пухса кашниех кунне 200-300 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Пĕрлештерсе ĕçлеттерме çеç пĕлмелле,-терĕ Викентий Иванович. Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков хутшăнчĕ. Вăл тухса калаçса район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăхĕ эффективлă ĕçлесе пынă, район малти вырăна йышăннă. Çĕрулми туса илес енĕпе лайăх ĕçлетпĕр. Фельдшерсемпе акушер пункчĕсене лайăхлатма, çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме палăртнă. "Ока" машинăсене парассине никам та пăрахăçламан. Малашне те "Окасене" ветерансене парĕç. Çамрăксене воспитани парасси çине ветерансен тимлĕх тата та чылайрах уйăрмалла. Çамрăксенче вăй, ваттисенче- ăс. Çак икĕ пулăма пĕрлештерсе пурăнмалла. Конференци ветерансен районти Совечĕн ĕçне вăтам хак пачĕ, Ю.С.Тимофеева унăн председателĕ пулма тепĕр хут шанчĕ. Ун хыççăн ветерансен районти Совечĕн членĕсене, республикăри конференцие кайма делегатсем суйларĕç. 


"Каçал Ен"
19 октября 2005
00:00
Поделиться