Комсомольский муниципальный округ

Сирĕн ĕçĕр пархатарлă

Ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсем темĕнле хĕн пулсан та йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă. Малашлăха шанса тăрăшаççĕ вĕсем. Кăçал та çаплах пулчĕ. Вăхăтра уй-хир культурисене акса-лартса хăварчĕç. Агротехника ĕçĕсене те май килнĕ таран пурнăçласа пычĕç: çумкурăксене, чир-чĕре, сиенлĕ хурт-кăпшанка хирĕç кĕрешрĕç. Мĕн çи-тĕнтернине пуçтарса илчĕç, кĕр тыррисем акса хăварчĕç, çĕртме турĕç. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем, фермер хуçалăхĕсем кашни гектар пуçне 23,1 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса кĕртрĕç. "Искра", "Слава" хуçалăхсенче ку кăтарту 30 центнертан, "Рассвет", "Труд", "Асаново", "Луч", "Заря", "Урожай", "Пайгас" хуçалăхсенче, "Госсорткомиссия" патшалăх учрежденийĕнче, "Кызыл сабанча", М.Минатуллинăн тата Атласкинăн фермер хуçалăхĕсенче кашни гектартан 20 центнер ытла тырпул пуçтарса илнĕ. Çĕрулми тухăçĕпе вара пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Уйрăмах ку енĕпе "Слава картофелю" агрофирма" ООО палăрчĕ. Вĕсем 304 гектар çинчен 11650 тонна "иккĕмĕш çăкăр" туса илнĕ. Ку вăл кашни гектар пуçне 383 центнерпа танлашать. Çавăн пекех "Рассвет", "Урожай", "Слава", "Труд", "Луч", "Пайгас" хуçалăхсенче, Минатуллин фермер хуçалăхĕнче те çĕрулми тухăçлă çитĕннĕ. Кăçал пирĕн район вăтамран кашни гектар пуçне 244 центнер "иккĕмĕш çăкăр" пуçтарса кĕртнĕ. Сахăр кăшманĕ енĕпе "Слава" ял хуçалăх кооперативĕпе Минатуллин фермер хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Вĕсем кашни гектар пуçне 300 ытла центнер пылак çимĕç туса илнĕ. Районта хăмлапа та ĕçлеме пăрахман-ха. Ăна "Алга" тата "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕсем туса илеççĕ. Хуçалăхсем уй-хирте çу каçа мĕнле ĕçленине, мĕн чухлĕ продукци туса илнине апат единици çине хурса шутлатпăр. Ку енĕпе кăçал "Слава" ял хуçалăх кооперативĕ палăрчĕ. Унти ĕçченсем туса илнĕ продукцие апат единици çине куçарсан вăл кăтарту 36,4 центнерпа танлашать. "Рассвет", "Луч" ял хуçалăх кооперативĕсен кăтартăвĕсем те пысăк. Хуçалăхсенчи уйрăм бригадăсенчен "Луч" хуçалăхри Н.М.Филиппов ертсе пыракан бригада чи ăнăçлă ĕçленĕ. Вĕсем кашни гектар çĕр пуçне 40,5 центнер апат единици чухлĕ продукци çитĕнтернĕ. "Слава" ял хуçалăх кооперативĕнчи А.Е.Абрамов, "Рассвет" хуçалăхри Н.М.Павлова бригадисем те çитĕнỹ тунă. Уй-хир культурисем çĕр пулăхлăхне ỹстерсе пымасăр çитĕнеймеççĕ. Иртнĕ çул кăçалхи тухăç валли "Сельхозхими" ООО 979 гектар çине известь, 370 гектар çине фосфор, 422 гектар çине кали çăнăхĕ сапнă. Районĕпе 30765 тонна тислĕк тăкнă. "Сельхозхимия" ООО водителĕсем Р.Н.Мухаметзянов, А.И.Иванов, В.В.Алямшин, А.А.Поликарпов механизаторсем уйрăмах тăрăшуллă ĕçленĕ. Ака-суха ĕçĕсем, мĕн çи-тĕнтернине пуçтарса кĕртесси тĕпрен илсен механизаторсем, комбайнерсем, водительсем çине тиенет. Пирĕн районта çак енĕпе ĕçлекен ăстасем сахал мар. Кăçал "Госсорткомиссия" патшалăх учрежденийĕнчи С.Н.Крысов, "Слава", "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕсенчи В.И. Владимиров, В.В.Попов комбайнерсем, "Урожай" колхозри, "Слава", "Дружба", "Заря", "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕсенчи Н.Н.Никифоров, В.П.Ярлыгин, О.В.Иванов, Г.К.Артемьев, Г.П.Васильев трактористсем ĕçре палăрчĕç, пысăкрах кăтартусем турĕç. "Рассвет", "Урожай", "Труд", "Искра" хуçалăхсенчи Д.А.Соловьев, В.П.Казаков, Р.М.Гибатдинов, Н.Г.Кошкин чи нумай тонна-километр чухлĕ ĕç пурнăçланă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕç кунĕ ирех пуçланать. Районти хуçалăхсем кăçалхи 9 уйăхра 9650 цент-нер аш-какай, 62271 центнер сĕт туса илнĕ. Ку кăтартусем, шел пулин те, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан сахалрах. Çакă, чăн малтанах, районти пĕрле-шỹллĕ хуçалăхсенче выльăх шучĕ чакса пынипе çыхăннă. Кашни ĕнерен сĕт суса илесси вара пĕлтĕрхинчен 1,3 процент ытларах. Вăл енĕпе "Рассвет" (4561,3 килограмм), "Асаново" (3742 килограмм), "Искра" (3522,5 килограмм) хуçалăхсем малта пыраççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх ỹт хушаслăхĕ "Слава" (703 грамм), Асаново" (670 грамм) ЯХПКинчи пысăк. Сыснасене "Слава" тата "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕсенче аван самăртаççĕ. Çỹлерех асăннă кăтартусене, паллах, çынсем тăваççĕ. "Рассвет" хуçалăхри А.М.Чернова, О.В.Наумова, В.Г.Павлова хăйсене çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 4679-4354 килограмшар сĕт суса илнĕ. "Слава" ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хуракан Ф.И.Пудовкина пăхакан вăкăрсем талăксерен 813-шер грамм ỹт хушса пыраççĕ. Ỹт хушаслăх "Луч" тата "Урожай" хуçалăхсенчи ĕне выльăхсен те япăх мар. Вĕсене В.Н.Трофимов тата Г.В.Аюкова пăхаççĕ. Сысна самăртнă çĕрте тăрăшакансем хушшинче яланхи пекех Е.Е.Прокопьева ("Рассвет"), С.М.Степанова ("Слава"), А.А.Ятманова ("Восток") ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çура илнĕ çĕрте кăçал Н.И.Матросова ("Рассвет"), Ф.М.Егорова ("Луч") пысăк кăтартусемпе палăрчĕç. "Заря" ял хуçалăх кооперативĕнчи Л.В.Шуряшкина хурт-хăмăрçă кашни çемье пуçне пыл илес енĕпе темиçе çул харăсах районта мала тухать. Кăçал та вăл кашни хурт çемйи пуçне 22 килограмм пыл илнĕ. Г.М.Пыркина ("Урожай"), С.Н.Белков ("Искра") конюхсем, "Госсорткомиссия" патшалăх учрежденийĕнчи выльăхсене искуствăлла пĕтĕлентерес енĕпе ĕçлекен техник-осеменатор А.З.Смирнов ырă ята тивĕçлĕ. Çулсеренех выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Уйрăмах ĕнесем сахалланаççĕ. Сĕт паянхи кун тупăшлă продукци пулнă вăхăтра çак пулăма ăнланма йывăр. Енчен те иртнĕ çул районта 2301 пуç ĕне пулнă пулсан, кăçал 109 пуç сахалланнă. "Труд", "Урожай", "Турхан", "Слава", "Искра", "Дубрава", "Рассвет" хуçалăхсем мăйракаллă шултра выльăх йышне ỹстернĕ. Сыснасен шучĕ 1 пин пуç ытла чакнă. Выльăх-чĕрлĕх йышне чакарни йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр мар. Çакна шута илсе ĕçлесчĕ. Паян ялхуçалăх отраслĕнчи лару-тăру çăмăл мар. Техника, запас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, электроэнерги хакĕсем пысăк, ỹссе пыраççĕ. Апла пулин те ял çынни тырпул, тымарçимĕç, пахчаçимĕç çи-тĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх тытать. Вĕсене малашне те чăтăмлăх сунатăп. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракан хаклă ĕçченсем! Сире хăвăрнă профессиллĕ уяв ячĕпе саламласа ăнăçу, вăй-хал, çирĕп сывлăх сунатăп. Выльăхсен сывлăхĕшĕн тăрăшатпăр Районти выльăх чир-чĕрĕсене хирĕç кĕрешекен станци специалисчĕсем мăйракаллă шултра выльăх усракан 24 хуçалăхри фермăри, 17 сысна ферминчи, лаша фермисенчи выльăхсен сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. Çавăн пекех вĕсем Тукай Мишерĕнчи выльăх пусмалли цехри, Çĕнĕ Кипеçри тата Комсомольскинчи сĕт завочĕсенчи санитари енчен лару-тăрупа та паллашса тăраççĕ. "Мир", "Рассвет" ОООсем сĕт пуçтарас енĕпе ĕçлеççĕ. Вĕсем патĕнче те пирĕн ветеринари ĕçченĕсем пулаççĕ. Ялсенчи уйрăм çынсен выльăхĕсен сывлăхĕсене тĕрĕслесе профилактика ĕçĕсем тăваççĕ. Уйрăм çынсен 9500 хуçалă-хĕнчи выльăхсен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Куратăр ĕнтĕ, ветеринарсен ĕçĕ сахал мар. Çак ĕçсене вара пурĕ 48 ветеринари специалисчĕ пурнăçлать. Вĕсенчен 22-шĕ аслă, 14 ятарлă пĕлỹ илнĕ. Сывă выльăх çеç пахалăхлă продукци пама пултарать. Специалистсен тĕллевĕ- выльăхсене чир-чĕртен сыхласси, вăхăтра профилактика ĕçĕсем тăвасси. Ветеринарсен ĕçне грампа та, тонна-килогрампа та виçме çук. Пăрлă çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и, вĕсем хăйсене чĕннĕ выльăх хуçисем патне çитеççĕ. Тепĕр чухне сĕм çĕрле те çула тухма тивет. Хăйсен ĕçне пĕлсе, тỹрĕ кăмăлпа тăвакан ветеринарсем чыс-хисепе тивĕçлĕ. Эпĕ Асанкасси, Йăлмахва ветучастокĕсен заведующийĕсем В.Н.Петрова, З.Г.Максимова, районти ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Н.Р.Ахметов, унти Н.В.Кокорева лаборантка, райветстанци врачĕ А.Г.Шайдуллин, "Восток", "Алга" ял хуçалăх кооперативĕсенчи Г.М.Федорова, Р.М. Ильясова ветврачсен ячĕпе ăшă сăмахсем каласшăн. Вĕсем чăннипех те хăйсен ĕçĕпе тав сăмахне тивĕçлĕ. Н.К.Тихонов водитель районти ветеринари станцийĕнче 1973 çултанпа вăй хурать. Унăн айăпĕпе çак вăхăтра пĕрре те тĕрлĕ мероприятисем ирттерме çула тухман тĕслĕхсем пулман. Хăй ĕçне юратса тата пĕлсе тăвать. Ветеринари ĕçченĕсене ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе саламласа малашне те ăнăçу сунатпăр.



"Каçал Ен"
22 октября 2005
00:00
Поделиться