ЯЛ ХУÇАЛĂХНЕ ПУЛĂШУ
Ял хуçалăх отраслĕ туса илекен продукци йỹнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени, техника тата унăн запас пайĕсем уйăх-серен хакланса пыраççĕ. Анчах та çĕр пулăхлăхне, выльăхсен ăратлăхне ỹстермесĕр отрасль аталанаймасть. Çакна шута илсе республика тата федераллă бюджетсенчен ĕçлекен хуçалăхсене тĕллевлĕ укçа-тенкĕ куçараççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра районти ял хуçалăх предприятийĕсене ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннăшăн 840 пин тенкĕ, элита вăрлăх илнĕшĕн 783 пин тенкĕ, çĕр пулăхлăхне ỹстерес енĕпе ĕçленĕшĕн 2104 пин тенкĕ, минераллă удобрени валли 1464 пин тенкĕ республика бюджетĕнчен ассигновани уйăрнă. Çавăн пекех фермер хуçалăхĕсене те аталанма укçа-тенкĕ панă. Федераллă бюджетран ял хуçалăх предприятийĕсене 930 пин тенкĕ бюджет укçи килнĕ.