Комсомольский муниципальный округ

АТАЛАНУШĂН ТĂРĂШМА ШАНТАРЧĔ

Кăçалхи октябрĕн 27-мĕшĕнче район историйĕн страницине тепĕр йĕрке çырăнчĕ. Шăпах çак кун ра-йон администрацийĕн пуçлăхне суйланнă Г.Ф.Волковăн инаугурацийĕ иртрĕ. Залра- тĕрлĕ отрасльсенчи предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисем, влаç органĕсен представителĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, хăнасем. Гимн янраса кайрĕ. Сцена çине районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ А.С. Терентьев хăпарчĕ. Вăл район администрацин суйлавĕн официаллă пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Суйлава хутшăннă 11708 çынран 9475-шĕ Г.Ф. Волковшăн сасăланине пĕл-терчĕ. Ку вăл суйлава хутшăннисен 80,9 проценчĕ чухлĕ пулать. А.Терентьев Г.Волкова район администрацийĕн пуçлăхне суйланни çинчен калакан удостоверени пачĕ. Суйлав комиссийĕ парнесĕр килмен. Комисси председателĕ тата унăн çумĕ Л.А. Читнаева Геннадий Федоровича пĕрле вырнаçнă барометр, сехет, термометр парнелерĕç. "Пĕр парне çинчех виçĕ парне",- терĕ Анатолий Семенович. -Барометрĕ- районти çутçанталăка пĕлсе тăма, лару-тăрăва çийĕнчех асăрхама, сехечĕ- вăхăт таппипе утма, термометрĕ- район мĕнле сывлăшпа сывланине çийĕнчех пĕлме". Çак шухăшсене палăртрĕ вăл. Сăмахĕсем ытарлă пулсан та, унта чăнлăх нумай. Район пуçлăхĕн халăхăн сывлăшĕпе сывламалла, пурнăçне алăри пилĕк пỹрне пек пĕлсе тăмалла. Г.Ф.Волков залра пуçтарăннисен тата пĕтĕм район халăхĕ умĕнче аталанушăн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеме шантарса тупа турĕ. Суйлав умĕнхи тĕллевĕсене пурнăçлас, унччен пуçланă ĕçсене вĕçне çитерес, çĕнĕ плансем йышăнса вĕсене вăя кĕртес енĕпе хăйĕнчен мĕн килнине пурне те пурнăçлама сăмах пачĕ. Анчах кирек мĕнле ĕçе те пĕччен тума çукки пирки аса илтерчĕ, халăх ăна ăнланса пулăшса пырасса шаннине пĕлтерчĕ. Хăйĕн ĕçне РФ тата ЧР Конституцийĕсемпе, район Уставĕпе килĕшỹллĕн, вĕсене пăхăнса туса пыма пулчĕ. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П.С.Краснов салам сăмахĕпе чи малтан тухса калаçрĕ. Вăл пирĕн ентеш пулнă май, ра-йон ỹсĕмĕсемпе мухтанни, аталанăвĕшĕн хăпартланни çинчен пĕлтерчĕ. Район экономика ăмăртăвĕнче республикăра 2-мĕш вырăн йышăннăшăн савăнни çинчен каларĕ. Малашне те Г.Ф.Волкова района ăнăçлă ертсе пыма ăнăçу сунчĕ. Кĕтне хĕрринчи кану зони тума пуçланă май, Шупашкарти залива ỹкернĕ картина парнелерĕ. "Çак залив сире хавхалантарса тăтăр, вăй-хăват хуштăр",- терĕ вăл. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Урожай" колхоз председателĕ А.Н.Ершов Г.Ф.Волкова сувенир-çăпата парнелерĕ. "Çăпата чухăнлăх палли мар",- терĕ вăл. -Ăна хуçма ĕçчен, ăста çынсем çеç пултарнă. Сирĕн аçăрсемпе аслаçăрсем те çăпата тăхăнса ĕçленĕ. Пирĕн район вара ял хуçалăх районĕ шутланать". Алексей Никифорович ял хуçалăхĕ çине çеç мар, ытти отрасльсем çине пăхмаллине те аса илтерчĕ. Районта тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ килĕштерсе пурăнать. Çак туслăха малашне татах та çи-рĕплетессе шаннине пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ пулнă, халĕ "Чăвашрегионгаз" ООО генеральнăй директорĕнче ĕçлекен К.С.Мифтахутдинов та парнесĕр килмен. Вăл Г.Ф.Волкова "Ылтăн перо" ручка тыттарчĕ. "Ку ручкăпа пĕлтерĕшлĕ постановленисем çине ал пусăр, вĕсем пурнăçланса пыччăр",- терĕ вăл. Шупашкарта пурăнсан та район ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнине пĕлтерчĕ. -Района пĕрлешсе, ушкăнпа аталантармалла. Кирлех пулсан манран та пулăшу ыйтма пултаратăр,- вĕçлерĕ сăмахне Кияметдин Садертдинович. Район администрацийĕн пуçлăхĕн кандидачĕ пулнă "Стройсервис" ЗАО директорĕ Ф.Р.Рахимзянов администраци пуçлăхне хăмăт пачĕ. "Ăна тăхăнса района малалла туртмалла пултăр",- терĕ вăл шỹтлесе. "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ В.В.Туркай поэт тата "Лад" ООО генеральнăй директорĕ В.Н.Гордеев Г.Ф.Волкова "хастарлă хыт утăмлă пулма" халал сăмахĕсем каларĕç. Кăçал ра-йонта ипподром уçăлнă май, ăна ут хатĕрĕсем парнелерĕç. Савăнăçлă пухура салам сăмахĕсемпе "Кооператор" производство комбиначĕн директорĕ Е.А.Карпеева, Г.А.Титов учитель-ветеран, райпо председателĕ Е.И.Карпеев, ЧР Президенчĕн стипендиачĕ, Тукай Мишер вăтам шкулĕнчи вожатăй Э.Д.Зинатуллина тата ытти çынсем салам сăмахĕсемпе тухса калаçрĕç, район администрацийĕн пуçлăхне ăнăçлă ĕçлеме вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕç. ЧР Президенчĕ Н.Федоров, Атăлçин федераллă округăн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ А.Муратов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем П.Семенов, А.Аксаков, Ю.Броницын, К.Косачев ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ушкăнĕ, районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем тата нумай ытти структурăсен ертỹçисем саламлă телеграммăсем янă. Луцки тата Комсомольски чиркĕвĕсен священникĕсем Виталий атте тата Алексий атте, Шурутри хĕрарăмсен мăнастирĕн игуменйи Епистимия Г.Ф. Волкова пил пачĕç. "Закон божий", "Евангелия", тĕн кĕнекисем парнелерĕç. Халăх ырлăхĕшĕн турă хушнă пек ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕç. Сцена çинче "Каçал" фольклор ансамблĕ тата районти искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем Г.Ф. Волкова район администраци-йĕнче ĕçлекенсен ячĕпе шупăр тăхăнтартрĕç. Концерт пуçланчĕ. Чăваш, тутар, вырăс юррисем янăрарĕç, тĕрлĕ халăх ташши пулчĕ. Кашни номерех халăх алă çупса йышăнчĕ. Уява культура ĕçченĕ В.Н.Курицына илемлĕ ертсе пычĕ. Çак кунтан Г.Ф. Волков иккĕмĕш срокпа район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене официаллă майпа тума пуçлĕ. Тепĕр хут ăна ăнăçу, чăтăмлăх, çирĕп вăй-хал сунар. К.Мифтахутдинов калашле, суйлав умĕнхи программăна, халăха шантарнине пуçлăхра ĕçлеме пуçласан пурнăçлама чылай йывăр. Тепĕр хут тỹсĕмлĕх сире, Геннадий Федорович.



"Каçал Ен"
29 октября 2005
00:00
Поделиться