Комсомольский муниципальный округ

ПЕНСИОНЕРСЕМ ТАВ ТĂВАÇÇĔ

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Управленийĕн районти уйрăмĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçалхи декабрĕн 22-мĕшĕнче шăп та лăп 15 çул çитет. Çак тапхăрта вăл вăй илсе, аталанса пычĕ, курăмлă ĕçсемпе палăрчĕ. Мĕншĕн тесен кунта анлă тавракурăмлă, пысăк пĕлỹллĕ, ĕçе чун-чĕрепе парăннă çынсем вăй хураççĕ. Пенси фончĕн управленийĕн куллен çăмăл мар ĕçне пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ руководитель Зоя Васильевна Каринкина йĕркелесе пырать. Паян районта 8122 пенсионер. Вĕсене кăçалхи 9 уйăхра 134,6 миллион тенкĕ пенси укçи парса пулăшнă. Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче кашни кун миçе çын кăна пулмасть-ши? Кашнин ыйтăвне тивĕçтермелле, вăхăтра тата туллин татса памалла. Кунта ĕçлекенсем вара çакна лайăх ăнланаççĕ. Вĕсенчен пĕри- Гульнара Гельметдинова. Çак специалист ĕçĕпе хам тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленнĕ, пенси фончĕн уйрăмне документсем тăратнă кунсенче çывăх паллашма тỹр килчĕ. Мĕнле сăпайлă çынсем ĕçлеççĕ иккен çак пенсионерсемшĕн çав тери кирлĕ организацире. Ырă сунса кĕтсе илеççĕ, килнĕ çыннăн ыйтăвĕ-сене тĕплĕн тишкереççĕ, хуравне кирек кам та ăнланмалла тутарла, чăвашла, вырăсла параççĕ. Килнĕ çын вара тулли кăмăлпа кунта ĕçлекенсене тав туса тухса каять. Пенси фондĕнчи çакăн пек тăнăçлă лару-тăрăва хам куçпа хам курса ĕнентĕм. Çакă чĕрере ăшă туйăмсем çуратрĕ. Гульнара çамрăк-ха. 1970 çулта Урмаелĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш ял хуçалăх институчĕн экономика факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Кăмăлĕ ырă, чĕри ăшă унăн, кашни килекенпе хăнана килнĕ тăванпа калаçнă пек калаçать, ĕçне хăвăрт тăвать. Çавăнпах пулĕ пĕр чăваш хĕрарăмĕ ăна чĕререн тав туса ĕмĕр-ĕмĕр ырлăх-сывлăхлă пулма, телейпе пĕрле çỹреме ăнăçу сунса хăварчĕ. Фонд управленийĕн районти уйрăмĕн уполномоченнăйĕ З.В.Каринкина пирки те ăшă сăмах каламасăр хăварма çук. Яланах халăх хушшинче вăл. Районти ялсенчи пухусенче тăтăшах пулма тăрăшать, кашнийĕн ыйтăвне хуравлать. Пенсионерсем, пенсие тухма хатĕрленекенсем Зоя Васильевнăна ырă сăмахпа, тулли кăмăлпа тав тăваççĕ. Хаçат редакцийĕ Пенси фончĕн Управленийĕн районти уйрăмĕ ĕçлеме пуçланăранпа 15 çул çитнине халалласа ятарлă кăларăм хатĕрлет. Унта эпир унăн кун-çулĕ, ĕçченĕсем çинчен тĕплĕнрех çутатса пама тăрăшăпăр.



"Каçал Ен"
03 ноября 2005
00:00
Поделиться