СУЙЛАВ ИРТРĔ, ПУÇЛĂХĔСЕМ ĔÇЕ ПУÇĂНАÇÇĔ
Район пуçлăхĕн Г.Ф.Волковăн тепĕр срока ĕçе пуçăнса нумай тĕрлĕ организацисен представителĕсем умĕнчи инаугурацийĕ çỹллĕ шайра иртни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче вара çĕнĕрен суйланнă ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хăйсем тепĕр тапхăра(пилĕк çуллăха) ĕçе пуçăнма хатĕррине çирĕплетсе постановленисем çине алă пусрĕç.
КОМСОМОЛЬСКИ. Ку ял поселенийĕнче пурĕ 5027 суйлавçă. Октябрĕн 16-мĕшĕнче вĕсенчен 2476-шĕ суйлав участокĕсене пынă. Ял поселенийĕн пуçлăхне суйланма тăратнă тăхăр кандидатран Петр Вениаминович Силивестровшăн 528 суйлавçă хăйĕн сассине панă. Районти территориллĕ суйлав комиссийĕ Петр Вениаминович Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхне суйланни çинчен постановлени кăларнă. Унтан, официаллă йĕркепе хаçатра пичетленнĕ хыççăн, 10 кунран кая юлмасăр, çĕнĕрен суйланнă ял поселенийĕн пуçлăхĕ хăйĕн тивĕçне пурнăçлама тытăнасси пирки кăларнă постановлени çине алă пусать. Октябрĕн 31-мĕшĕнче Комсомольски ял поселенийĕн депутачĕсем (вĕсем 18-ăн), çак территорири тĕрлĕ организацисен пуçлăхĕсем, суйлав участокĕсенчи комиссисен председателĕсем, культура учрежденийĕсенче тăрăшакансем районти почтамтăн çурчĕн ларусем ирттермелли залне пуçтарăнчĕç. Районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ А.С.Терентьев Комсомольски ял поселенийĕн территорийĕн-чи суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарса П.В.Силивестрова ăшшăн саламларĕ, ăнăçу-телей сунчĕ, малашнехи ĕçре яланхилле пуçаруллă та хастар, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Инаугурацие килнисем унăн сăмахĕсене ырласа тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çĕнĕ пуçлăх хăйĕн сăмахĕнче ял поселенийĕн депутачĕсем урлă пĕтĕм суйлавçăна тулли кăмăлтан тав турĕ. Петр Вениаминовича пурте ăшшăн саламларĕç. Ял администрацийĕн хальхи пуçлăхĕ П.В.Лапшин малашне те ял поселенийĕн пуçлăхĕпе тачă çыхăну тытассине, яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. З.М.Быкова учительница (халь суйланнă депутат) парнепех килнĕ. Саламлă сăмахсемпе пĕрле ăна вăл П.В.Силивестрова парнелерĕ. Çак кун ял поселенийĕн пуçлăхĕ ячĕпе ăшă сăмах нумай пулчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти прокуратурăра аслă следовательте вăй хуракан ывăлĕ Николай Петрович ашшĕне саламларĕ. Петр Вениаминовичăн тĕллевĕсем, ĕçлес хастарлăхĕ пысăк. Апла пулсан вăл суйлавçăсен шанăçне тỹрре кăларасси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмелле мар.
ЭЛЬПУÇ. Ку тăрăхра ял поселенийĕн пуçлăхне суйланма 11 çын хăйĕн кандидатурине тăратнă. Кунта 1055 суйлавçă. Ытларахăшĕ суйлава хутшăннă. Николай Павлович Носовшăн 164 суйлавçă сасăланă. Çакă ăна суйлав марафонĕнче çĕнтерме май панă. Унăн инаугурацийĕ те октябрĕн 31-мĕшĕнче иртнĕ. Савăнăçлă пухăва суйлав участокĕн комиссийĕн председателĕ Л.И.Дмитриева уçнă. Вăл суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарса Николай Павловича ырă кун-çул, ĕçре кулленхи ăнăçу суннă, ял поселенийĕн çĕнĕрен суйланнă пуçлăхне участокри комисси ячĕпе парне парса чысланă. Çакăнтах ял поселенийĕн суйланнă 13 депутатне удостоверенисем те панă. "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Р.М.Мансуров салам сăмахĕсене асăнмалăх парнепе çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Н.Носов ячĕпе кунти вăтам шкул директорĕ Н.Г.Ильин, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов, Р.Ф.Розова библиотекарь, хальхи ял администраци пуçлăхĕ В.А.Яковлев ăшă сăмахсемпе тухса калаçнă. Культура ĕçченĕсем инаугурацие килнисене, Н.П.Носова юрă-ташăпа саламланă.
КАЙНЛĂК. Çак тăрăхри тăватă ялта пурĕ 909 çынна суйлавçăсен списокне кĕртнĕ. Хальхи ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев 323 сасă пуçтарнă. Савăнăçлă пухăва Йăлмахвари участокри суйлав комиссийĕн секретарĕ З.Н.Григорьева кĕске сăмах каласа уçнă, Хирти Мăнтăрти участокри суйлав комиссийĕн председательне В.П.Данилована сăмах панă. Килнисене вăл суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, Сергей Николаевича ял поселенийĕн пуçлăхĕн удостоверенине панă, ăна çĕнĕ срока суйланнă ятпа ăшшăн саламланă. С.Журавлев хăйĕн тивĕçне пурнăçлама пуçланине ĕнентерекен постановлени çине алă пуснă. Çĕнĕрен суйланнă пуçлăха Луцки чиркĕвĕн священникĕ Виталий атте, Кайнлăк округĕпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланнă район больницин тĕп врачĕ М.И. Федорова, "Турхан" кооператив председателĕ В.Н.Данилов, Йăлмахвари культура çурчĕн директорĕ Р.В.Смирнова тата ыттисем те ăшшăн саламланă, малашне те пуçаруллă ĕçлессе шаннине пĕлтернĕ.
АСЛĂ ÇĔРПỸЕЛ. Кунти суйлавçăсем хальхи ял администраци пуçлăхĕшĕн Геннадий Герольдович Ракчеевшăн хăйсен сассине ытларах (525 суйлавçă) панă. Ăна саламласа "Культура" кооператив электрикĕ Г.А.Ильин, Аслă Çĕрпỹелĕнчи участок больницин аслă медсестри Л.В.Наумова(иккĕшĕ те ял посленийĕн депутачĕсем) тата ыттисем те тухса калаçнă. Геннадий Герольдовичăн тĕллевĕсем пысăк, шухăшĕсем анлă. Акă, çитес вăхăтрах ку тăрăхри культура çурчĕсене, медицина учрежденийĕсене газпа хутса ăшăтмалла тумалла, Кĕçĕн Çĕрпỹелпе Аслă Çĕрпỹел масарĕсене тĕпрен юсаса тирпейлесе çитермелле. Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи культура çуртĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттермелле. Савăнăçлă пухура ялсене тирпей-илем кĕртес ыйту тавра та нумай калаçу пулчĕ. Кулленхи çăмăлах мар ыйтусене туллин татса парассинче яваплăха çивĕч туйнине ял поселенийĕн пуçлăхне тепĕр хут суйланнă Г.Г.Ракчеев хăйĕн пĕтĕмлетỹ сăмахĕнче пĕлтерчĕ.
ЧĔЧКЕН ял поселенийĕн пуçлăхĕн суйлавĕнче Юрий Геннадьевич Лукиянов предприниматель чи нумай сасă пуçтарнă. Çак кунсенче вăл инаугураци ирттернĕ. Çĕнĕрен суйланнă пуçлăхпа унăн тĕллевĕсемпе паллашма чылайăн пуçтарăннă. Участокри суйлав комиссийĕн председателĕсем В.В.Никифоров тата Ш.Ш.Гимальдинов район пуçлăхĕн, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕсен, ял поселенийĕн пуçлăхĕсен, вырăнти депутатсен суйлавĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç, удостоверенисем пачĕç. Ялсен аталанăвĕшĕн, тирпей илемĕшĕн тăрăшма вăй-хал сунса "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев, район депута-чĕсен пухăвĕн депутачĕ Х.С. Идиатуллин, Эльпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов, Чĕчкен ял администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Р.Абулханов, Аслă Чурачăк вăтам тата Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен директорĕсем А.Н.Пушкина А.Г.Гибатдинова тухса калаçрĕç. Вĕсем Юрий Геннадьевич халăх шанăçне тỹрре кăларас тесе ырми-канми тăрăшасса шанни çинчен пĕлтерчĕç. Ю.Лукиянов хăй умĕнчи яваплăха туйнине пĕлтерчĕ. Мĕн вăй çитнĕ таран ялсен аталанăвĕшĕн тăрăшма пулчĕ. Аслă Чурачăкпа Чĕчкен ялĕсенче пурнăçламалли ĕçсем нумай. Вĕсене пуçлăх пулсан та пĕр-пĕччен тăваймăн. Çавăнпа та пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелле. Çак шухăшсем палăрчĕç ун сăмахĕнче. Ял поселени пуçлăхĕн лавĕ çăмăл мар. А.Д.Николаев вара пуçлăха ялсен йывăр лавне туртма вăй-хал хушма хăмăт парнелерĕ. Çĕнĕ пуçлăха ялти культура ĕçченĕсем юрă-ташă парнелерĕç.