Пĕрле тăрăшмасан йĕрке пулмасть
Милици ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ çитрĕ. Мĕнпе палăрчĕ-ха кăçалхи çул районти шалти ĕçсен пайĕшĕн. Тỹрех каласан, район территорийĕнче криминаллă лару-тăру çăмăлах маррине палăртмалла. Кăçалхи 10 уйăхра пурĕ 265 преступлени уçса панă, çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 39 процент пысăкрах. Иртнĕ çулхи январь- октябрь уйăхĕсенче уçса панă преступленисемпе 190 уголовлă ĕç пуçарнăччĕ. Анчах та каласа хăвармалла, кăçал çынна вĕлерессипе çыхăннă преступленисем 33 процент сахалрах пулчĕç. Йывăр преступленисен шайĕ те 20 процент чакрĕ. Çав-çавах ют пурлăха вăрлассипе, çаратассипе çыхăннă преступленисен шучĕ чакмасть, тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа ỹсет. Кăçал ун пек преступленисене 146 тупса палăртнă, пĕлтĕрхи кăтарту _ 90 преступлени. Магазин çаратасси те йăларан тухса ỹкмен-ха. Кăçал вăрăсем виçĕ магазина кĕрсе тухрĕç. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисем те районта палăра пуçларĕç, кăçал тăватă уголовлă ĕç №пĕлтĕр иккĕ№ пуçарнă. Преступленисене уçса парассинче те чăрмавсем сахал мар. Кăçал тунă преступленисен 78 процентне çеç вăхăтра уçса панă, пĕлтĕр вăл 86 процентпа танлашатчĕ. Уйрăмах çул çитмен ачасем прреступлени çулĕ çине ытларах та ытларах тăни пăшăрхантарать. Çак çул вĕсем 44 преступлени турĕç. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра çамрăксем пирки 10 уголовлă ĕç анчах пуçарнăччĕ. Çул çитмен ачасем юлашки вăхăтра çунтармалли-сĕрмелли материалсем патне çул тытрĕç. Апла пулсан хуралçăсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçламаççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнче 70 сотрудник вăй хурать. Вĕсем хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшаççĕ. Анчах та кашнийĕ обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессишĕн, преступлени тăвассине чарса лартассишĕн пĕтĕм вăйсене пĕрлештерсе çине тăрса ĕçлемесен криминаллă лару-тăру çăмăлланассине кĕтме йывăр пулать. Милици кунĕ ячĕпе милици ветеранĕсене, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене, руководительсене, район çыннисене ăшшăн саламлатăп, ăнăçу-телей сунатăп.