690-ăн субсиди илнĕ
Çулталăк пуçланнăранпа коммуналлă пулăшусемшĕн тата хваттершĕн тỹлеме субсиди ыйтса 804 заявлени панă. Паянхи куна вĕсене пăхса тухса 690 ыйтăва тивĕçтернĕ, заявительсене 1 миллион та 304 пин тенкĕлĕх субсиди панă. Сахал тупăшлă çынсемшĕн вăл сисĕнмеллех пулăшу.
"Каçал Ен"