Çĕнĕ депутатсем пирвайхи ларура
Ноябрĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче вырăнти самоуправленин представителлĕ органĕсене çĕнĕрен суйланнă йышĕпе пирвайхи йĕркелỹ ларăвĕ иртрĕ. "Эпĕ сире паян саламламастăп, мĕншĕн тесен сирĕн умра пысăк ĕçсем, тĕллевсем. Сирĕн тĕп тивĕç- халăх шанăçне тỹрре кăларасси",- терĕ райадминистраци пуçлăхĕ Геннадий Волков, кĕске сăмах каласа ларăва уçнă май. Пĕрремĕш ларăва ертсе пыма депутатсем хушшинче чи аслине- Комсомольски райпо совечĕн председательне Е.Карпеева шанчĕç. Кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарнă хыççăн Евгений Иванович депутатсене палăртнă ыйтусене сỹтсе явасси çине куçма сĕнчĕ. Районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ А.Терентьев вырăнти самоуправленин представителлĕ органĕсен суйлавĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн, ял поселенийĕн пуçлăхĕн удостоверенийĕсене пачĕ, ăнăçусем сунчĕ. Депутатсем район Пухăвĕн председательне Е.Карпеева, унăн çумĕ, Пуху секретарĕ пулма Х.Идиатуллинпа О.Николаевăна пĕр саслăн суйларĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕн йĕркелỹ саманчĕсемпе çыхăннă ыйтусене райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ Ю.Скворцов ăнлантарса пачĕ. Депутатсен çĕнĕ йышне çавăн пекех налук хурассин хăшпĕр ыйтăвĕсене сỹтсе явма, кирлĕ йышăну тума та лекрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн пирвайхи ларăвĕ ĕçлĕ лару-тăрура, тухăçлă иртрĕ. Малашне те вĕсене район аталанăвĕшĕн, халăхăн пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшуллă ĕçлеме сунатпăр.