Преступленипе кĕрешмелле, пĕрлешсе хирĕç ĕçлемелле
Ноябрĕн 16-мĕшĕнче районта ЧР Шалти ĕçсен министерствин кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме В.В.Антонов министр хăй, унăн çумĕ С.Н.Бедоусов, министерствăн уйрăмĕсенчи яваплă специалистсем килнĕ. Вĕсем тата район пуçлăхĕ Г.Волков, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ Е.Шингалов, штаб начальникĕ Г.Ильин тата ытти сотрудниксем малтанах райпона, "Кооператор" производство комбинатне çитсе курчĕç, унта ĕçлекенсемпе курса калаçрĕç. Вĕсене суту-илỹ, производство мĕнле пыни интереслентерчĕ. Кăнтăрла вара, районти шалти ĕçсен пайĕн ларусем ирттерекен залĕнче министр район администрацийĕн пайсен тата управленисен ертỹçисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе канашлу ирт-терчĕ. -Преступлени тăвассине хирĕç милицин çеç кĕрешмелле мар, çак енĕпе общественнăçăн та пулăшса пымалла,- терĕ В.В.Антонов министр. Малалла вăл республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Раççейри пекех, пирĕн республикăра та преступлени тăвакансен йышĕ пысăк. Атăлçи федераллă округра пирĕн республика преступленисем уçса парас енĕпе малтисен ретĕнче. Кăçалхи 10 уйăхра преступлени тăвасси иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 40 процент ỹснĕ. Анчах та çакă республика криминаллă зона пулнине пĕлтермест. Хушма мерăсем йышăннипе граждансен заявленисене регистрацилесе следстви ĕçĕсем ирттересси лайăхланнă. Унччен вара хăш-пĕр заявленисене регистрацилемен тĕслĕхсем те пулнă. Преступленисем ытларах обществăлла тата уйрăм çынсен пурлăхне вăрлассипе, çынна хĕнесе амантассипе çыхăннă. Сăлтавĕ чылай чухне- эрех. Çав вăхăтрах пăшалпа усă курса çынна амантасси е вĕлересси, хурахла тапăнасси чакнă. Йĕркелесе тунă преступленисем те сахалланнă. Наркотиксем, хĕçпăшал сутассине хирĕçле те вирлĕ рейдсем йĕркеленĕ. Çапах та ĕçлемелли татах та нумай-ха",- палăртрĕ министр. Малалла вăл ял поселени пуçлăхĕсене тỹрремĕнех пырса тивекен ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ялсенче сăмакун юхтарса сутакансене хирĕç кĕрешесси, урамсен тирпей-илемĕшĕн тăрăшасси çителĕксĕр пулнине палăртрĕ. Çак енĕпе йĕркене пăснăшăн "Административлă право йĕркине пăсни çинчен " саккунĕ административлă йĕркепе айăплама май парать. Анчах та урамсенчи тирпейсĕр-0лĕхшĕн çырнă актсем сахал. Ял урамĕсене пырса кĕрсен тирпейсĕрлĕх куç тĕлне пулать. Çак енĕпе ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров çине тăрса ĕçлеме ыйтать. Протоколсен кописене Президент администрацине ярса памалла. Кăçал 8 пин протокол регистрациленĕ. Министр малалла татах та тăрăшарах ĕçлеме сĕнчĕ. Ку ыйту тỹрремĕнех ял поселени пуçлăхĕсене тата участокри инспекторсене пырса тивет. В.Антонов ялсенчи участоксенчи инспекторсем вырнаçнă пỹлĕмсене йĕркене кĕртес ыйтăва та хускатрĕ. Ялсенче малтан тĕрмере ларнă, халĕ те ĕçкĕ-çикĕпе алхасакансемпе уйрăммăн ĕçлемелле. Акă, пирĕн районта ун пек çынсем 407 çын учетра тăрать. Вĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттересси те ял поселенийĕнче вăй хуракансен тивĕçĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, хĕнесе амантнă е вĕлерсе те пăрахнă тĕслĕхсем ỹсни курăнать. Вĕсем ытларах çемйесенче палăраççĕ. Эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ хыççăн преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Профилактика ĕçне вăйлатмалла. Клубсенче, шкулсенче, ĕç коллективĕсенче калаçусем ирттермелле. Халăх дружинине чĕртсе тăратмалла, вăл хут çинче çеç ан пултăр. "Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсемшĕн пур çĕре те çитме çăмăл мар. Вĕсен йышĕ сахал. Преступлени тăвакансем, йĕркене пăсакансем вара кашни ялтах пур. Çавăнпа пĕрле тăрăшар",- вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне манистр. Аслă Çĕрпỹел, Тукай ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Г.Г.Ракчеев, П.А.Муллин тата ыттисем те министра ыйтусем пачĕç. Профилактика ĕçне милицире ĕçлекенсене çеç мар, прокуратурăра, судра вăй хуракансене те явăçтармаллине палăртрĕç. Канашлу хыççăн министерство кунне хутшăнакансем Комсомольски чиркĕвне çитсе курчĕç. Кун ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.