Декабрĕн 3-мĕшĕнче армспорт ăмăртăвĕсем
Армреслинг спортне юратакансен республика шайĕнчи ăмăртăвне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче декабрĕн 3-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Ăна та спартакиада шутне кĕртнĕ. Районсенчи командăсене çак кун ирхине 9 сехетрен пуçласа 11 сехетчен регистрацилеççĕ, ăмăртусем 11 сехет те 30 минутра пуçланаççĕ. Турнирăн тĕп судйи- Иван Владимирович Смоленцев. Вăл Чăваш Республикин армспорт Федерацийĕн Президенчĕ. Спортсменсем 1988 çулхинчен пуçласа тата аслăраххисем пулмалла. Командăсен составĕнче миçе çын пулни шута илĕнмест, анчах та вĕсем армреслингпа 6 уйăран кая мар хатĕрленни кирлĕ. Спорт тумне тăхăнманнисене ăмăртусене хутшăнтармаççĕ. Вĕсен çанăсăр е кĕске çанăллă майка, спорт шăлаварĕ пулмалла. Урана тăхăнмалли те спорт тумĕпе килĕшсе тăмалла. Арçынсем 56, 62, 69, 77, 87 килограмлă тата пысăкрах виçесенче вăй виçеççĕ(сылтăм алă). Хĕрарăмсен виçисем: 52, 58, 65 килограмм таранхисем тата пысăкрах виçерисем (сылтăм алă). Мала тухнă командăсене дипломсемпе наградăлаççĕ, уйрăм виçесенчи спортсменсене дипломсем, асăнмалăх парнесем парса хавхалантараççĕ.