Комсомольский муниципальный округ

ХАСТАРРИСЕМ МАЛ УТĂМЛĂ

Комсомольски райповĕнче хальхи вăхăтра 478 çын тăрăшать. Вăл шутран- 67 лавккара 191 çутуçă. Пĕтĕмпе 10773 пайçă. "Чăвашпотребсоюз" тытăмĕнче тавар çаврăнăшăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕпе Каçалсем иккĕмĕш вырăнта пыраççĕ. Таварсене ваккăн сутас енĕпе те- иккĕмĕшсем, общество апатланăвĕ енĕпе- тăваттăмĕш, халăхран ял хуçалăх продукцине туянас енĕпе- саккăрмĕш вырăнта. -Пирĕн райпо ĕç-хĕлĕ аквариумри пекех курăнса тăрать, уйрăм предпринимательсен вара- вăрман чăтлăхĕ пекех,- каласа парать райпо канашĕн председателĕ Евгений Иванович Карпеев. -Пирĕн виçĕ тĕп тĕллев: çынсене вăхăтра ĕç укçи тỹлесси, район бюджетне налуксем хывасси, малашлăх çинчен шутласа куллен аталанасси. Çаксене эпир чыслăн пурнăçлатпăр. Район бюджетĕнче пуçтарăнакан налуксен пĕрре виççĕмĕш пайĕ- пирĕн тỹпе. Комсомольски райповĕ Республикăра хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Кунта "Чăвашпотребсоюз" тытăмĕнче пуçласа хĕрринче тата район центрĕнче. Райпора урапаллă трактор пур. Уна çулсеренех пайçăсене, уйрăм фермерсене пахча сухаласа параççĕ. Райпо тăтăшах хăйĕн ресторанĕпе столовăйĕнче кану каçĕсемпе çемье уявсем ирттерет. Ку енĕпе ятарласа пултарулăх ертỹçи Виктор Александрович Кокшин ĕçлет. Район центрĕнчи "Суту-илỹ çурчĕпе", "Салон услуг" коллективĕсен ĕçĕ уйрăмах пархатарлă. Юлашкинче, сăмахран, парикмахерски, фотосалон, стоматологи, косметика, массаж кабинечĕсем ĕçлеççĕ. Çыхăну енĕпе вара хальхи вăхăтри пур меслетсемпе те усă курма пулать. Райпон чи пысăк пуянлăхĕ- кунти таравтлă ĕçченсем. Вĕсем йышлă пулни чуна савăнăç кỹрет. "24 сехет" лавкка ертỹçи Раиса Витальевна Волкова, Хырай Ĕнелĕнчи Раиса Виссарионовна Баранова, Кĕçĕн Каçалти Мария Ильинична Юманова, Аслă Çĕрпỹелĕнчи Римма Тихоновна Григорьева, Комсомольскинчи тĕп гастрономри Валентина Алексеевна Краснова, столовăй ертỹçи Тамара Александровна Чернова, тĕп больница çумĕнчи лавккари Мария Александровна Петрова, Тукай Мишерти пĕр мăшăр Наил Галялетдиновичпа Фейма Сафиулловна Хисамутдиновсем хăйсен кăтартуллă ĕçĕпе ыттисене хавхалантарса пыраççĕ. Райпо çулсеренх çĕнелсе, аталанса пырать. Кăçал кăна Хирти Явăшра тата район центрĕнче "24 сехет" лавккасем уçнă. Çвыăх вăхăтрах "Мир продуктов" лавккапа "Жемчужина" кафе хута каймалла. .



"Хыпар"
25 ноября 2005
00:00
Поделиться