Комсомольский муниципальный округ

Обществăлла ĕç-вăхăтлăх пулăшу

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсем ĕçсĕрлĕхри çынсене вăхăтлăха ĕçпе ти-вĕçтерес тĕллевпе обществăлла ĕçсем йĕркелеççĕ. Çав ĕçсенче пулнисем ĕç укçи те илеççĕ. Ку ĕç шыраканшăн ĕçпе тивĕçтерекен центр енчен тимлĕх уйăрни, пулăшу пани пулатех. Обществăлла ĕçсем çине чрезвычайлă лару-тăрăва (аварисем тата ытти те) çăмăллатассипе çыхăннă ĕçсем кĕмеççĕ. Обществăлла ĕçсене пирĕн патăрта 6 уйăх ытла шутра тăракан, ĕç шыракан çынсем хутшăнаççĕ. Анчах та кунта хăйсен килĕшĕвĕ кирлĕ. Обществăлла ĕçе хутшăнас текенсемпе вăхăтлăх килĕшỹ тумалла. Çак тапхăрта вĕсем ĕçе вырнаçрĕç пулсан, килĕшỹ хăйĕн вăйне пĕтерет. Тỹлесси вара законодательствăпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Ку вăхăтра вĕсене ĕçсĕрлĕх пособине те тỹлеççĕ. Анчах та унăн условийĕсем пур. Çавăнпа пособи тỹлесси пурин çине те пырса тивмест. Акă, сăмахран çын виçĕ çул ытла ĕçсĕр пурăнать, ĕçпе тивĕçтерекен центрта 18 уйăх ытла шутра тăрать. Ку çын, паллах, обществăллла ĕçре пулсан та пособи илет. Ытти условисем те пур, вĕсем пирки пирĕн патăрта тĕплĕн пĕлме пулать. Кăçал тĕрлĕ организацисемпе, предприятисемпе обществăлла ĕçе йĕркелессипе 21 килĕшỹ тунă. Çапла май ĕçсĕрлĕхри 105 çынна вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма пултартăмăр. Вĕсене ĕçпе тивĕçтерекен центр 72 пин тенкĕ тỹлерĕ. Унсăр пуçне ĕçленĕшĕн тỹлеме предприятисемпе организацисен укçи 83 пин тенкĕ кайнă. Обществăлла ĕçсем йĕркелесси çитес çул та пулать.



"Каçал Ен"
26 ноября 2005
00:00
Поделиться