Яланах анне пултăр
Ĕмĕр тăршшĕпе анне çинчен мĕн чухлĕ сăвă, калав çырман-ши, юрă кĕвĕлемен-ши. Çапах та паянхи кун кашни çыншăн хаклă сăнар пирки ăшă та илемлĕ сăмахсем тупма пулать. Районти вĕрентỹ управленийĕ шкулсенче вĕренекенсем хушшинче анне çинчен калакан "Чи лайăх сочинени", "Чи лайăх сăвă", "Чи ла-йăх сăн-ỹкерчĕк", "Чи лайăх ỹкерчĕк" номинацисемпе конкурс ирттернĕ. Тупăшăва 20 сăвă, 40 ытла сочинени, 30 ытла ỹкер-чĕк тăратнă. Иртнĕ юнкун Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн актовăй залне районти шкулсенче вĕрентекенсем, çỹлерех асăннă конкурс çĕнтерỹçисем пуçтарăнчĕç. Кунта савăнăçлă лару-тăрура Анне кунне ирттерчĕç. Ăна РУО методисчĕ Т.Долгова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Анне çинчен мĕн чухлĕ ырă сăмах пулмарĕ-ши унта. Чаплă художниксен анне сăнарне ỹкернĕ картинисемпе те паллашма май пулчĕ. Ачасем вара сцена çинчен аннесене çепĕç юрă парнелерĕç, ташласа кăтартрĕç. Уйрăмах районти искусствăсен шкулĕнчи хореографи уйрăмĕнче вĕренекенсен ташшисене хапăлласа йышăнчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Маша Долгован пултарулăхĕнчен тĕлĕнчĕç. Вăл сцена çине тухса малтан хĕвелтухăç ташшине, каярахпа узбек халăх ташшине, ун хыççăн цыган ташшине кăтартса пачĕ. Илемлĕ хусканусем, кĕлеткене тытма пĕлни, кĕвĕ çаврăмне ăнланни палăрчĕ. Чăн-чăн артистка тейĕн. Çав шкулти Наташа Михайлова вара илемлĕ юрăсем парнелерĕ. Концерт вăхăтĕнче Александровка тĕп шкулĕнчи А.Антонова, Хирти Мăнтăрти Е.Медведева, Шурутри К.Алексеева, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи А.Петрова анне çинчен хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç. Çак кунах конкурс çĕнтерỹçисене те палăртрĕç. "Чи лайăх сочинени" номинацире Карина Долгова №Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул№ Зиле Сулейманова №Урмаел№, Юлия Задонова №Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул№, Анастасия Антонова №Александровка№, Татьяна Маркова №Хирти Явăш№, Оксана Родионова №Хырай Ĕнел№, Марина Пудовкина №Александровка№, Екатерина Медведева №Хирти Мăнтăр№ вĕренекенсем мала тухнă. Вĕсенчен чи çамрăкки _ К.Долгова. Вăл виççĕмĕш класра çеç вĕренет-ха. Чĕчкен тĕп шкулĕнче пĕлỹ илекен Лейсан Мухаметшина та 3-мĕш класа çеç çỹрет. Вăл "Чи лайăх сăвă" номинацире палăрнă. Çак конкурсрах Александровка тĕп, Комсомоль-ски 2-мĕш, Хирти Явăш вăтам шкулĕсенче вĕренекен Анастасия Антонова №вăл икĕ номинацие те хутшăннă№, Ксения Алексеева, Ольга Шурбина, Анастасия Майорова, Ирина Корнилова çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Фотоĕçсенчен жюри Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ илекен Марийăпа Елена Петрова ĕçĕсене чи лайăххисем тесе палăртнă. Чĕчкен тĕп шкулĕнче 3-мĕш класа çỹрекен Айсылу Мезитова, Йăлмахвари Герман Зайцев, Шурутран килнĕ Алена Козлова ỹкерчĕксен конкурсĕнче мала тухнă. Вĕсем Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç. Яланах анне пултăр, терĕç уява килнисем.