Мускаври экспертсем- шкул хăнисем
Иртнĕ эрнере Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче Мускавран килнĕ экспертсемпе ĕçлĕ тĕлпулу иртрĕ. Вĕсем- Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин вĕрентỹ ĕçĕнче ĕçлекенсен квалификацине ỹстерекен академийĕн ĕçтешĕсем А.А.Сиденко профессор, А.М. Кац доцент. Хăнасем пирĕн шкул коллективĕ умĕнче хальхи вăхăтра мĕнлерех çĕнĕлле ĕçлеме майсем пуррине кăтартса хăварчĕç, шкулта информациллĕ технологи енĕсемпе усă курассине анлăлатма сĕнчĕç, хăйсен наука тĕпчевĕн ĕçĕсене те парса хăварчĕç. Мĕншĕн пирĕн шкулта пулчĕç-ха Мускав эксперчĕсем( Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ районти база шкулĕсен шутĕнче тата районти шкулсемшĕн ресурс центрĕ пулса тăрать. Çакăн пек шкулсем республикăра- 51, ресурс центрĕсем- 27. Вĕсене район администрацийĕсен, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн тата Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин пĕрлехи килĕшĕвĕпе 2003 çулта тума йышăннă. Вĕсен вĕрентỹ ĕçĕнче ытти шкулсене те пулăшу памалла. Çак килĕшỹпех республикăра "Вĕрентỹ системин реформи" проект та пурнăçланса пырать. Ку анлă проект пĕтĕм çĕршыв шайĕнче ĕçлет, вăл пĕчĕкрех проектсене те пĕрлештерсе тăрать, вĕсенчен пĕри- "Вĕрентỹ системине йĕркелессине шкул шайĕнче аталантарасси". Ку проектра çĕршывĕпе 20 шкул, Чăваш Республикинче 3 шкул ĕçлеççĕ. Вĕсен шутĕнче Шупашкарти 40-мĕш лицей, Çĕмĕрлери 8-мĕш гимнази тата пирĕн шкул. Мускаври экспертсем малтан Шупашкарта, унтан пирĕн патăрта пулчĕç, кайран Çĕмĕрлене тухса кайрĕç. Кашни шкул проектра хăйĕн тивĕçĕпе ĕçлет, пĕрпеклĕхсем те пур. Вĕсен шутĕнче- шкулăн тĕрлĕ енлĕ ĕçне ачасен ашшĕ-амăшĕсене, общественноçа ытларах явăçтарасси, хутшăнтарасси. Çав тĕллевпе эпир шкулта нумаях пулмасть ĕçйĕркелỹ совечĕ (управляющий совет) суйларăмăр. Вăл 15 çынран тăрать, ытларахăшĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ-сем. Малашне çак совет шкулăн тĕрлĕ енлĕ ĕçĕсене тỹрремĕнех хутшăнĕ, шкул дирекцийĕн çывăх пулăшаканĕ пулса тăрĕ. Çỹлерех асăннă проектпа ĕçлеме экспертсем кунта анчах мар, шкул ертỹçисене Мускава чĕнсе илсе те пулăшу параççĕ. Çитес çул вĕçĕнче çак проект вĕçленет. Унăн кăтартăвĕсем (результачĕсем) ытти нумай шкул патне çитĕç, вĕрентỹ ĕçĕнче тата та ытларах çĕнĕ майсем тупма пулăшĕç. Çĕнĕ вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Пурте пĕрле тăрăшсан, кашнийĕн паха опычĕпе пĕр-пĕрне паллаштарсан, вĕсемпе ĕçре анлăрах усă курсан- вĕрентỹ ĕçĕ те рынок саманинче малаллах аталанассине шанма пулать. .