Комсомольский муниципальный округ

Шкул историйĕ

Хирти Явăш ялĕнчи шкул историне тĕплĕнрех тишкерес шутпа Ульяновскри область архивĕнче тата библиотекинче тĕрлĕрен документсемпе паллашма тỹр килчĕ. Хирти Явăшра пуçласа шкул уçнă çула фактсемпе çирĕплетсе парас килчĕ. Малтанах М.А.Андреева учительница (ку шкултах нумай çул хушши истори предметне вĕрентнĕ) çырса пынă альбомпа тĕплĕн паллашрăм. Ку ĕç 1960 çулта пулса иртрĕ. Эпĕ ун чухне хам та çартан тин таврăннă çамрăк шкулта ĕçлеме тытăнтăм. М.А.Андреева учительница краеведени кружокне ертсе пынă май, шкул историйĕ çинчен ялти ватăсем каласа панисене çырса илнĕ. Паян кунччен Хирти Явăшра 1894 çулта шкула уçнă тесе шутланă, кун çинчен Мария Аркадьевна питĕ ĕненмелле каласа кăтартать. Анчах мана ку шухăшсем иккĕлентерчĕç. Ватă çынсем йăнăшма та пултарнă. 1907 çулта "Чĕмпĕр епархинчи чиркỹ шкулĕсен кĕске историллĕ очеркĕ" ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă. Кĕнекен 14-мĕш страницинче Мăрат вулăсне кĕрекен тăватă ялта Аслă Çĕрпỹелĕнче- 1894, Аслă Чурачăкра- 1900, Анат Ти-мĕрчкассинче-1894, Хирти Явăшра (Тип Хăнтăрла çырми çинче вырнаçнă) 1896 çулсенче чиркỹпе прихут шкулĕсем уçни çинчен каланă. Кĕнекен 15-мĕш страницинче Шурут прихутне кĕрекен Ишекре- 1897, Хирти Выçлире (Тип Хăнтăрла çырми çинче вырнаçнă) 1902 çулта пĕлỹ шкулĕсем (школы грамоты) уçни çинчен çырнă. 1896 çултах Явăшри чиркỹпе прихут шкулĕ Аслă Чурачăк прихутне кĕнĕ. Шкул уçнă çулах унăн хăйĕн çурчĕ пулман, 1900 çултан пуçласа ялти (вырăнти) хресченсен обществи 500 тенке яхăн укçа уйăрса панипе уйрăм çурта куçма май пулнă. Кĕнекен 200-мĕш страницинче Хирти Явăшра шкул çуртне тума Святой Синод çумĕнчи училище совечĕ 460 тенкĕ укçа, Хусанти вăрман дачинчен тỹлевсĕр строительство материалĕсем уйăрса пани çинчен асăннă. Кĕнекере Буинск уесĕнчи 2-мĕш округра тăракан чиркỹпе прихут тата пĕлỹ шкулĕсенче 1895-1896 вĕренỹ çулĕнче вĕренекен ачасен шутне кăтартакан ведомость пур. Ведомоçра Аслă Çĕрпỹелпе Анат Тимĕрчкассинчи шкулсемпе пĕрле Хирти Явăшри шкулти арçынсемпе хĕрачасен шутне кăтартакан график-таблица пур. Вăл çулхине шкулта пĕр хĕрача та вĕренмен, арçын ачасен шучĕ 27 пулнă. Малалла кĕнекере акă мĕн вулатпăр: "Чĕмпĕр кĕпĕрнинче хутла пĕлекенсем çав тери (крайне) сахал пулнă, сывă пурăнакансен 5/6 пайĕ çырма та, вулама та пĕлмен. Уйрăмах хутла пĕлменнисен йышĕ Буинск (Пăва) уесĕнче нумай пулнă. Вăл вăхăтра 34 земски кĕпĕрни хушшинче халăха вĕрентме уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрни 33-мĕш вырăн йышăннă. 1820-30 çулсенче ялта хутла пĕлекен пĕр çын та пулман. 1855-1860 çулсенче алă пусма пĕлекен 6-7 çын пурăннă. 1890 çулта виçĕ çын çырма, вулама пĕлнĕ, темиçе çын аран-аран алă пуснă. Ялта шкул уçăлсан пуçласа сакăр ача вĕреннĕ. Ялти пĕрремĕш учитель Иван Андреевич Иванов пулнă. Шкулта тĕреклĕрех хресчен çемйисенчен Сидор Терентьев, Леонтий Андреев, Ларион Егоров, Григорий Сергеев пĕрремĕш вĕренекенсем пулнă. 1900 çулта ялта шкул çурт-не тунă (ку кăтарту кĕнекере çырнипе килĕшỹллĕ). Шкул çурчĕ икĕ пỹлĕмлĕ пулнă. Пĕр пỹлĕмĕнче ачасене вĕрентмелли класс, тепĕр пỹлĕмĕнче учитель пурăнмалли хваттер пулнă. Шкулта 4 класс таран вĕрентнĕ. 1_2-мĕш классенче вĕренекенсене "кĕçĕннисем", 3-4 классенче вĕренекенсене "аслисем" тенĕ. Аслă классенче вĕренекенсене Евангели, Псалтирь вулаттарнă. Уроксене хатĕрленсе пырайман ачасене хĕненĕ, çатмари пăрçа çине чĕркуçлентерсе лартса асаплантарнă. Кашни вырсарникун ачасене Аслă Чурачăкри чиркĕве кĕлĕ итлеме илсе кайнă. Шăматкун уроксем хыççăн ачасене кĕлĕ юррисем юрлама вĕрентнĕ, вырсарникун вара çав юрăсене чиркỹре юрлаттарнă. Кашни тунтикунах шкула пачăшкă килнĕ. Вырсарникун чиркĕве пыман ачасене учительпе пуп хĕненĕ, пăрçа çине лартнă. Тата тепĕр çăлкуç çинче чарăнса тăрасшăн. Ку вăл Н.Баженов çырнă "Статистическое описание соборов, монастырей, приходских и домовых церквей Симбир-ской Епархии по данным 1900 года" кĕнеке. Вăл 1903 çулта Чĕмпĕрте тухнă. Çак кĕнекен 168-мĕш страницинче çакăн пек кăтартусем пур: "Аслă Чурачăкри чиркĕве тăхăр ялтан ĕненекенсем кĕлĕ тума çỹренĕ, вĕсен шутне Хирти Мăрат, Хирти Явăш, Эльпуç ялĕсем кĕреççĕ. Пурте тип Хăнтăрла çырми çинче вырнаçнă. Прихута çичĕ шкул пăхăнса тăнă: Аслă Чурачăкри земство шкулĕпе хĕрарăмсен чиркỹпе прихут шкулĕ (1900 çулта уçăлнă). Вĕсемсĕр пуçне Аслă Çĕрпỹелĕнчи (1894 ç.), Анат Тимĕрчкассинчи (1894 ç.), Вăрманхĕрри Чурачăкри (1899 ç.), Хирти Явăшри (1895 ç.) пĕлỹ шкулĕсем пулнă. Скобкăри çул шучĕсем çак ялсенче шкулсем уçăлнă вăхăтсене кăтартаççĕ. Н.Баженов çырса кăтартнă фактсенчен чылайăшне 1903 çулта пичетленсе тухнă. "1895-1896 вĕренỹ çулĕнче вĕренекен ачасен шутне кăтартакан ведомоçра" та асăннă. Апла пулсан Хирти Явăшра пĕрремĕш шкул 1894 çулта мар, 1895 çулта уçăлнă тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Çапла вара Хирти Явăшри пĕрремĕш шкул уçнăранпа 110 çул çитрĕ. Çавна май халиччен çак шкулта тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ çынсенчен те асаилỹсем кĕтетпĕр. 



"Каçал Ен"
07 декабря 2005
00:00
Поделиться