Комсомольский муниципальный округ

Çамрăклăх вăй илни курăнать

Кăçалхи 11 уйăхра районти ялсенче 180 туй кĕр-лерĕ. Çак вăхăтра пĕлтĕр 151 çемье хăйсен пурнăç çулне суйласа илнĕччĕ. Çакă та пулĕ кăçал çамрăк çемьесене çĕнĕ кайăк вĕçсе килессине ỹстерчĕ- 278 ача çут тĕнчене килчĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 59 ача нумайрах. Анчах та пăшăрхантаракан ыйтусем те сахал мар, вилекенсен йышĕ ỹссех пырать. Пĕлтĕрхи 11 уйăхра 365 çын çут тĕнчерен уйрăлнă пулсан, кăçал вĕсен йышĕ 374 çынна çитрĕ. Раççей Правительстви ку енĕпе тивĕçлĕ утăмсем тума палăртнă, мĕншĕн тесен çулсерен çĕршывра пурăнакансен йышĕ 1 миллион çын чухлĕ чакса пырать. Пĕрле пурăнма шухăш çук пулсан, мĕншĕн-ха çемье çавăрмалла? Пĕлтĕр 55 çемье арканчĕ, кăçал вара 65 мăшăр, пĕрле пурăнма пултарайманни пирки пĕлтерчĕ.



"Каçал Ен"
10 декабря 2005
00:00
Поделиться