Кĕнеке вулама та, хыпар илме те
Халăхăн культура шайне ỹстерес, ялсене информаци вăхăтра илсе тăма майсем туса парас тĕлĕшпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров темиçе çул каяллах ятарлă Указ кăларнăччĕ. Ун хыççăн пирĕн чĕлхене тĕслĕх библиотеки (моделлĕ библиотека) ăнлав кĕчĕ. Унăн паха енĕсене пирĕн район çыннисем туйса илчĕçех ĕнтĕ. 2003 çулта Комсомольскинчи тĕп библиотекăра районта пуçласа тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Правительство библиотекăна тухăçлă ĕçлеме тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, видеомагнитофон, дискетăсем, компьютер, кĕнекесем тата ытти оргтехника парнелерĕ. Ун хыççăн Аслă Чурачăкра, Урмаелĕн-че, Хырхĕрринче те тĕслĕх библиотекисем ĕçлеме пуçларĕç. Çакăн йышши пĕрремĕш библиотека уçăлнăранпа 2 çул çитрĕ. Мĕнле ĕçлесе пырать-ха вăл? Халăха епле пулăшусем парать? Библиотекăна килекенсем хăйсене кирлĕ информаци илеççĕ-и? Çакă тата ытти ыйтусемпе интересленсе эпĕ район центрĕнчи тĕслĕх библиотекăна çул тытрăм. Библиотекăна пырса кĕрсессĕн кунта тирпей, тасалăх хуçаланни палăрать. Чи малтанах эпĕ ача-пăча уйрăмне кĕтĕм. Кунта шкул ачисем валли тĕрлĕ кĕнеке, хаçат-журнал нумай. Вулакансен йышĕ те çулсеренех ỹссе пырать. Ачасем тĕрлĕ мультфильмсем пăхма, рефератсем çырма, компьютерпа ĕçлеме вĕренме те библиотекăнах çуреççĕ. Библиотека ĕçченĕсем вĕсене яланах ăшă кулăпа кĕтсе илсе мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ача-пăча библиотекинче тăтăшах мероприятисем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 8-мĕш класс ачисемпе "Один шаг до беды" ятлă калаçу пулса иртрĕ. Чи малтанах Г.М.Зайнуллина заведующи "Молодежь за здоровый образ жизни" темăпа тухса калаçнă. Калаçăва В.А.Гришин прокурор та хутшăннă. Наркоманипе çыхăннă видеофильмсем пăхнă. Ача-пăча уйрăмĕнче "Культура здоровой жизни" журнал çырăнса илеççĕ. Çак журналта ашшĕ-амăшне пăшăрхантаракан чылай ыйту çине кирлĕ хуравсем тупма пулать. Ача-пăча уйрăмĕнчен тухсан библиотекăн иккĕмĕш хутне хăпартăм. Кунта вулакансем валли абонемент, вулав залĕ, информаци центрĕ тата ытти те пур. Абонементра классикăлла тата хальхи илемлĕ литературăна тупма пулать. Хамăр тата ют çĕршывсенчи авторсен литературипе, экономикăпа юриспруденци фончĕпе паллашма май пур. Библиотека аслă тата ятарлă пĕлỹ паракан шкулсенче ăс пухакансем валли тĕрлĕ вĕренỹ кĕнекисемпе пуян. Тăван тавралăха тĕпчекенсем те кунта хăйсене валли кирлĕ литература тупма пултараççĕ. Музыкăпа интересленекенсемшĕн, ỹкерме юратакансемшĕн те тĕрлĕ интереслĕ изданисем нумай. Абонементран 21 куна изданисене тỹлевсĕр киле та парса яраççĕ. Хаклă изданисене пропискăра Комсомольскинче тăманнисен те саклат хурса киле илсе кайма май пур. Çавăн пекех уявсенче, канмалли кунсенче те тĕп фондран кĕнекесем укçа тỹлесе киле илсе кайма юрать. Заказ парсан ЧР наци библиотекинчен те кирлĕ литературăна илсе килсе параççĕ. Вулав залĕнче хăвăра интереслентерекен ыйтусене словарьсемпе эницклопедисемпе усă курса хурав шырама пултаратăр. Кунсăр пуçне тĕрлĕ хаçат-журнал чылай. Хальхи вăхăтра вĕсем хаклă пирки çырăнса илекенсем сахалрах. Кунта вара тем те вуласа пĕлме пулать. Уяв тата кану кунĕсенче тỹлевлĕ майпа киле те хаçат-журнал парса яраççĕ. Çак залтах видеомагнитофон тата телевизор пур. Ачасем хапăлласа видеофильсем кураççĕ. Тĕслĕх библиотекинчи информаци центрĕнче Интернета кĕме, электронлă почтăпа çыхăнма пулать. Район пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, историйĕ пирки пĕлес текенсем валли тĕслĕх библиотекинче электронлă каталог та пур. Кунта тата нумай кирлĕ пулăшу илме пулать. Хальхи вăхăтра тĕслĕх библиотеки кашни ялтах пулсан, оборудовани çитсе пырсан ял çыннине мĕн тери çăмăллăх кỹнĕ пулĕччĕ. ЧР Правительстви, Президент культурăллă пурăнакан, аталанакан кашни ялтах тĕслĕх библиотеки пултăр тесе тăрăшаççĕ. Малашне районта кашни çын тулли информаци илме пултарса шанас килет. Тĕслĕх библиотекисем татах та уçăлĕç-ха.