Кашни яваплă
Кăçал район территори-йĕнчи ялсенче 28 хутчен "хĕрлĕ автан" алхасрĕ, 631 пин тенкĕлĕх пурлăх вутпа кĕлленчĕ. Пушарсен шучĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах пулсан та, çухатăвĕ пысăк. Кĕтмен çĕртен вут-çулăм ялкăшма тытăннин сăлтавĕсем мĕнре-ха? Пĕрремĕшĕ вăл- килти электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни. Юсавсăр кăмакасене пула та кăçал "хĕрлĕ автан" ултă хут ташланă. Ачасем шăрпăкпа вылянипе 3 пушар пулнă. Вут-кăвар хăрушлăхĕ пирки тимлĕхе çухатнипе тăватă хуçалăх çунса кайнă. Пушарсем уйрăмах Комсомольски, Александровка, Аслă Çĕрпỹел, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел ял администрацийĕсен территорийĕсенче ытларах пулаççĕ. Кооперативсемпе колхозсенче те пушар хăрушсăрлăхне çирĕплетес пирки ытлашши шутласшăн мар курăнать. Акă, кăçалхи октябрĕн 29-мĕшĕнче "Урожай" колхозăн Шурут-Нурăсĕнчи ĕне ферминче (пăрулаттармалли уйрăм) вут-çулăм ялкăшма пуçланă. Сăлтавĕ- юсавсăр электрооборудованипе усă курни. Нумаях мар пулсан та, хуçалăх 13 пине яхăн çухату турĕ. Асăрхаттаратпăр- усси çук, калатпăр- итлемеççĕ, шантараççĕ- ĕçне тумаççĕ. Инкекĕ çумрах çỹрет, çукка тăратса хăварма хатĕрленет. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн вара кашни яваплă. .