Çитес çулхи бюджета йышăнчĕç
Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕнче чылай ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсем пурте çитес çул тата малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсемпе çыхăннă. Малтанах район администрацийĕн экономика, финанс, пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ М.В.Кокорева район территорийĕнчи пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ĕçĕсен 2006 çулхи тарифĕсем пирки тухса калаçрĕ. Тарифсем, кăçалхипе танлаштарсан, çитес çул 20 процент таран ỹсеççĕ. Çак йышăну пирĕн хаçатра паян пичетленет. Вăлах 2006 çулта муниципаллă пурлăха приватизаци тумалли прогнозлă планпа (программăпа) паллаштарчĕ. Районăн 2006 çулхи тата 2008 çулчченхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн прогнозĕ пирки те ларăва пуçтарăннисем тимлесе итлерĕç. Аталанма майсем пур. Инвестицисене ĕçе кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Пĕчĕк предпринимательствăна аталантармалла. ЧР финанс министерствин районти уйрăмĕн начальникĕ Т.И.Николаева районăн 2006 çулхи бюджечĕ пирки чарăнса тăчĕ. Унăн проектне малтанах пăхса тухнă, хушăмсем, улшăнусем кĕртнĕ. Ăна депутатсем пĕр саслăн йышăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, пурнăç ыйтнăçемĕн, ăна кашни кварталтах пăхса тухса улшăнусем кĕртме сĕнчĕ. Ларура административлă комисси, администраци çумĕнчи политика репрессийĕсене пула шар курнисене реабилитаци тăвас енĕпе ĕçлекен комисси пирки ыйтусем пăхса тухрĕç. "Çамрăксем- Комсомольски районĕн пуласлăхĕ: 2006-2010 çулсенче" районти тĕллевлĕ программăпа çамрăксем енĕпе ĕçлекен специалист Р.П.Суратова сăмах илчĕ. Паянхи кун ку çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çавăнпа та депутатсем чылайăн калаçрĕç. Район больницин тĕп врачĕ М.И. Федорова аслă пĕлỹллĕ медицина ĕçченĕсем (врачсем) ватăлса пыни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Çамрăк кадрсем тĕллевлĕ хатĕрлес енĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ. В.Н.Гаврилов депутат çамрăксем преступлени тăвас çул çине тăнине, çак енĕпе "авторитетсен" витĕмĕ вăйлă пулнине систерчĕ. Ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.И.Карпеев ертсе пычĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков пĕтĕмлетỹсем турĕ.