Комсомольский муниципальный округ

"Чечеклен, тăван шкулăмăр!"

Иртнĕ шăматкун Хирти Явăш вăтам шкулне ирех халăх пуçтарăнма пуçларĕ. Вĕсем пурте çак шкулăн 110 çулхи юбилейне паллă тума васкарĕç. 110 çул хушшинче кам кăна вĕренсе тухман-ши кунтан? Халĕ вĕсем тĕрлĕ профессипе ĕçлесе пурăнаççĕ, çĕршывăн чылай кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Шкул юбилейне ялта, районта пурăнакансем çеç мар, аякран та чылайăн килнĕ. Уява шкул директорĕн çумĕ В.Г.Зайцева уçрĕ. Вăл пурне те юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, зала пуçтарăннă хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсен хушшинче шкул тунă çĕрте ĕçленĕ М.Ялаков та пур. Унтан ачасем шкул çинчен хăйсем çырнă сăвăсем вуларĕç. Уяв тĕлне шкулăн хăйĕн гимнĕ те çуралнă. Ун сăввине ачасемпе вĕрентекенсем хăйсемех çырнă, кĕввине вара шкултан вĕренсе тухнă композитор кĕвĕленĕ. Шкул директорĕ Н.Г.Ильин шкул историйĕпе паллаштарчĕ, çак уява йĕркелеме пулăшнă спонсорсене тав турĕ. Паянхи куна шкул коллективĕнче 26 учитель вăй хурать. Вĕсенчен виççĕшĕ пысăк квалификаци категорине илнĕ. Хирти Явăш вăтам шкулĕнчен тĕрлĕ çулта ылтăн, кĕмĕл медальпе 11 ача вĕренсе тухнă. Р.Бухарин ылтăн (1985), И.Дмитриева кĕмĕл (1987), И.Яковлева ылтăн (1993), В.Носова кĕмĕл (1994), О.Долгова, Н.Носова кĕмĕл (1995), А.Григорьев, Г.Яковлева кĕмĕл (1997), А.Алексеев кĕмĕл (1998), С.Ильин (2001), С.Алексеев кĕмĕл (2005) медальсене тивĕçнĕ. Ун пеккисем малашне те пулĕç-ха. Шкул коллективне, ачасене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене юбилей ячĕпе килнĕ хăнасем чĕререн тав турĕç. Район администрацийĕ ячĕпе вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.Максимов саламларĕ. Ĕçре хăйсен пултарулăхĕпе уйрăлса тăракансене Хисеп грамотисем пачĕ, шкула юбилей ячĕпе пысăк парне, компьютер, парнелерĕ. Хăнасем хушшинче чăваш эстрада çăлтăрĕсем- пĕртăван Малинăсем те пурччĕ. Ирина, Лидия, Елена та çак шкултанах вĕренсе тухнă. Вĕсем шкула пĕчĕк хумлă кăмака парса савăнтарчĕç. Шупашкарти "Лад" строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ В.Н.Гордеев та Хирти Явăш вăтам шкулĕнчех пĕлỹ илнĕ. Унăн парни музыка центрĕ пулчĕ. Çак шкултах нумай çул хушши ĕçленĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Фердана Зиннетовна Алиуллова та ăшă сăмахсемпе саламларĕ, Васильевсем вара телевизор парнелерĕç. Искусство шкулĕн хĕрĕсем хăйсен илемлĕ ташшипе савăнтарчĕç. Хирти Выçли, Хирти Мăрат культура çурчĕн ĕçченĕсем те айккинче тăрса юлмарĕç. Вĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Нумай çепĕç, ăшă салам, тав сăмахĕ каларĕç вĕренсе тухакансем. Кашнийĕнчен вĕсенчен "Чечеклен, тăван шкулăмăр!" тенине илтрĕмĕр



"Каçал Ен"
14 декабря 2005
00:00
Поделиться