Ача сачĕ- иккĕмĕш кил
1985 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче "Комсомольский" совхоз дирекцийĕ, хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕ тата "Сельхозхими" дирекцийĕсем тăрăшнипе "Пучах" ачасачĕ уçăлнă. Коллектива 20 çула яхăн Галина Николаевна Мельникова ертсе пырать. Çавна май унпа пирĕн обществăлла корреспондент З.Соловьева курса калаçнă, кунти ĕçсемпе интересленнĕ.
-Галина Николаевна, сирĕн ача сачĕн коллективĕ декабрĕн 20-мĕшĕнче çуралнă кунне уявлать. Çавна май уява мĕнлерех кĕтсе илетĕр?
-Çирĕм çул вăл- нумай та, сахал та. Çак куна эпир чаплăн уявлама хатĕрленетпĕр. Ку енĕпе пире ачасен ашшĕ-амăшĕсем финанс тĕлĕшĕнчен питех те пысăк пулăшу пачĕç. Эпир яланах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Ашшĕ-амăшĕсем кирлĕ чухне пĕр сăмахсăрах укçа-тенкĕпе те, ĕçлесе те пулăшаççĕ. Вĕсем тăрăшнипех çулленех ача садĕнче юсав ĕçĕсем тăватпăр, воспитанниксем валли теттесем, кашăк-тирĕк тата ытти япаласем те туянатпăр. Ача садне район администрацийĕ те нумай пулăшать. Сăмахран, кăçал ăна тытса тăма пĕр миллион та 800 тенкĕ укçа уйăрнă. Çавна май ашшĕ-амăшĕсем ачасемшĕн мĕнпур тăкакăн 11-12 проценчĕ чухлĕ кăна тỹлеççĕ. Шел пулин те, хаксем ỹссех тăнипе садика тытса тăма район бюджечĕ куçарнă сумма кăна çителĕксĕр. Çавна пула тăтăшах ашшĕ-амăшĕсенчен пулăшу ыйтатпăр. Вĕсем пире ăнланнишĕн савăнатпăр.
-Кăштах ача сачĕн историйĕ çинче чарăнса тăраймăр-ши?Ăна уçнăранпа кунта мĕнлерех улшăнусем пулса иртнĕ?
-Сакăрвуннăмĕш çулсенче ача сачĕсем çитместчĕç. Шăпах çавна шута илсе ĕнтĕ "Комсомольский" совхоз дирекцийĕ, хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕн тата "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕн дирекцийĕсем тăрăшнипе вĕсем хăйсен ĕçченĕсен ачисем валли ача сачĕ уçрĕç. Унта 140 ытла ача çỹренĕ. Коллектива пирвай Р.П.Суратова ертсе пынă. 1988 çулта, ăна урăх ĕçе куçарнă май, мана заведующи пулма шанчĕç. Ун чухне кунта çитменлĕхсем чылайччĕ. Пĕр хут алăксем кăна пулнипе сивĕччĕ. Шыв çукчĕ, туалетсем ĕçлеместчĕç, йĕпе-сапа çанталăкра садик тăрринчен шыв юхатчĕ. Коллектив, ашшĕ-амăшĕсем тата район ертỹçисем тăрăшнипе çак чăрмавсене пĕтертĕмĕр. 1998 çулта ачасем сахаллипе ку садика пĕрремĕш ача сачĕпе пĕрлештерчĕç. Çавна пула пысăк квалификациллĕ 25 ытла ĕçчен ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Перестройка çулĕсем, йывăр вăхăт. Пĕрремĕш ача садне тĕпрен юсамаллаччĕ. Шыв пăрăхĕ çурăлчĕ. Юсав ĕçĕсем тума укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен питех те пысăк йывăрлăхсем тухса тăчĕç. "Пучах" ача сачĕн çурчĕ вара çĕнĕрехчĕ, унта çитменлĕхсем те сахалрахчĕ. Шăпах çавна шута илсе район пуçлăхĕ пире унта каялла куçарчĕ. Эпир 3 кун хушшинче ăна йĕркене кĕртсе ачасене йышăнма пуçларăмăр.
-Юлашки вăхăтра ача садĕнче мĕнлерех улшăнусем пулчĕç?
-Халь ача сачĕ районти вĕрентỹ управленийĕн аллинче. Вĕсем пире пур енчен те пулăшсах тăраççĕ. Газификаци ĕçĕсем пуçлансан район ертỹçисем малтанах унта газ кĕртессишĕн нумай тăрăшрĕç. Халь кунта яланах ăшă. Ачасене тивĕçлĕ воспитани пама мĕнпур услови пур.
-Воспитани ĕçĕ çинче кăштах чарăнса тăрар-ха. Хальхи вăхăтра сирĕн пата миçе ача çỹрет?
-Паянхи кун ача садĕнче 30 çын ĕçлет. Вĕсем пурте пĕчĕк граждансене кунта килти пекех лайăх пултăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшаççĕ. В.С.Буслаева, З.В.Ксенофонтова, Е.В.Хораськина, Н.И. Сергеева, А.Н.Петрова, Е.Н. Индюкова, А.М.Сорокина воспитательсем, вĕсене пулăшакан Н.С.Прохорова, Ф.Н.Галкина, Е.М. Гордеева завхоз, кĕпе çăвакан Е.В.Лаврушкина, А.А.Жукова, Г.М.Гисматуллина поварсем кунта чылай çул ĕçлеççĕ. Шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа тăрăшаççĕ. Çулленех районти тата республикăри "Сывлăхшăн- ача садне" конкурса хутшăнатпăр. Районта çулленех малти вырăна йышăнатпăр. Ача садне çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлессипе те çулленех малтисен ретĕнче эпир. Ачасене 4 çултах акăлчан, чăваш чĕлхисем вĕрентетпĕр. Тĕрлĕ енлĕ воспитани пама тăрăшатпăр. Вĕсен сывлăхне çирĕплетессипе те нумай ĕçлетпĕр. Ку тĕлĕшпе физкультура ертỹçин С.Ю. Токмакован тỹпи пысăк. Грипа хирĕç оксолин маçĕпе, ыхра шывĕпе усă куратпăр. Ачасене йодомарин паратпăр. Тăтăшах уçă занятисем ирттеретпĕр.
-Халĕ ача садне миçе ача çỹрет? Ачасене кунта ярас текенсем те чылайăн пулĕ-ха?
-Ача садĕнчи ултă ушкăнра мĕнпурĕ 135 ача. Заявленисем те чылай, 100 яхăн. Шел пулин те, çуллен ун чухлĕ ача йышăнаймастпăр. Çапах та ачисене пирĕн "Пучах" ача садĕнче воспитани парас текенсем нумаййи эпир начарах ĕçлеменнине пĕлтерет.