НУМАЙ ТАВАР ТАТА ТĔРЛĔ ПУЛĂШУ
Иртнĕ çул Каçал тăрăхĕнче пулнă чухне ЧР Президенчĕ Николай Федоров район центрĕнчи Суту-илỹ çуртне кĕрсе курăнăччĕ. "Питĕ лайăх! Республикăри яллă вырăнсенче кун пекки урăх çук та пулĕ",- кăмăллăн пелтернĕччĕ вăл хăйĕн шухăшне. -Ытлашши ан мухтăр-ха,- сăпайлăн каларĕ ун чухне республика пуçлăхне Чăвашпотребсоюзра кăна мар, Раççей Федерацийĕнче те курăмлă вырăн йышăнакан Е.И.Карпеев, РФ тата ЧР халăхĕн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. -Çĕнетнĕ Суту-илỹ çуртне хальтерех кăна хута янă. Евгений Иванович ертсе пыракан Комсомольскинчи кооператорсем кварталсеренРоспотребсоюзри экономика ăмăртăвĕнче кăтартуллă вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăх пĕтĕмлетĕвĕсемпе те вĕсем çĕнтерỹçĕсен йышăнчĕ. Анчах пуçлăх пире хальхинче "Хыпар" вулакансене никам çинчен те мар, пĕлтĕр Президент кĕрсе курнă, çулталăк çеç тултарнă çамрăк ĕç коллективĕн ĕçĕпе паллаштарма сĕнчĕ. Район центрĕн тĕп лапамĕ çĕнетỹ пуçланичченех пуян пулнă. Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат икĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Райпо лавккисемпе столовăйĕсем те çакăнталлах, халăх йышлă çỹрекен вырăнта ытларахчĕ. Пасар тапхăрĕ пуçланчĕ кăна, лапама уйрăм çынсем, предпринимательсем туххăмрах "çавăрса илчĕç": пĕрисем темиçе кун хушшинче кафе, теприсем- видеоаппаратура, виççĕмĕшсем- строительство материалĕ сутакан киосксемпе павильонсем çĕклесе лартрĕç. Çавна май райпон унччен "Универмаг", "Сĕтел пукан" текен тата ытти хăш-пĕр суту-илỹ вырăнĕсем кăштах тĕксĕмрех курăнма пуçларĕç. Вун-вун çултанпа самаях кивелĕччĕ те ĕнтĕ вĕсем. -Çăмăл мар пулсан та çĕнетỹсĕр пулман,- аса илет Евгений Иванович. -Анчах маларах центртан аякри ялсенчи предприятисене сыхласа хăварас, çĕнетес енĕпе пикенерех ĕçлемелле пулчĕ. Вĕсенчен ытларахăшне йĕркене кĕртсен тин Суту-илỹ çуртне тĕпрен çĕнетсе юсарăмăр. Хăвăрах туятăр, уйрăм сутуçăсем паян такампа та тупăшма хатĕр. Пирĕн вара. Хуть те мĕн калăр та, пуринчен те лайăхрах та, хитререх те, илĕртỹллĕрех те пулса тухрĕ. Асăрхăр-ха, тĕп лапамра иртекен çын та хăйне майлă комплекса кĕрсе тухмасăр иртмест. - Эсир те кĕрсе курăр-ха, ỹкнмĕр,- тере шăнкăрти саслă хĕр, тин çеç пирĕнпе юнашар килсе тăнăскер. Вăл Суту-илỹ çуртĕн директорĕ Ирина Качанова пулчĕ иккен. Кĕске калаçуранах çакă паллă пулчĕ: паян мĕн пур пай ертỹçисем тенĕ пекех (Таня Венекдитова, Надежда Демина, Елена Егорова) тĕрлĕ хулана çĕнĕ тавар кỹрсе килме тухса кайнă. -Ыран пасар кунĕ, çавăнпа та тавар илекенсем ытти чухнехинчен ытларах пулаççĕ,- систерет хуçа. Ĕлĕкрех Чĕмпрĕ пасарĕнчен тата пĕр тутар ялĕнче (ятне юриех асăнмастăп) йĕпрен тытăнса самолет пайĕ таранчченех туянма пулать итесе шỹтленине ас тăватăп. Паян Каçалти Суту-илỹ çурчĕ шăпах çавна аса илтерет. Сĕтел-пукан е шифоньер, чỹрече карри, ку чухнехи модăллă хăна е ĕç тумтирĕ, кил валли кирек мĕнле йăла техники, савăт-сапа... Аквариум и кайăк-кĕшĕк читлĕхĕ тара. Кĕпе çумалли машинăсемпе компьютерсем тата телевизорсем кăна та пилĕк ултă тĕрлĕ. Пиртен чылайăшĕ çакна лайăх ас тăвать: пасар пурнăçĕн пуçламăшĕнче кашниех ютран кỹрсе килнĕ тавар туянма тăрăшатчĕ. Нумайăшĕ вара алла халиччен те лекмен япала тытсан ача пек савăнатчĕ. Савăнтачĕ Те ... тепĕр темиçе кунран куççуль кăларсах йĕретчĕ. Ара, хăш-пĕр чухне мĕн туянни ниме юрăхсăр пекех сарăлса е хĕсĕнсе ларать, апат-çимĕç таврашĕ- кăшт çеç наркăмăшпа танлашмасть. Тĕрĕссипе, паян та тĕл пулатăр-ха ун пеккине: саккун ыйтнă пек вырăсла этикетки çукран куçпа мĕн курнине туянатпăр та кайран пахалăх начарришĕн кулянатпăр. -Шăпах çакна тĕпе хурса хамăр япаласене ытларах сĕнетпĕр эпир пайщиксене,-суту-илỹ мĕнлерех йĕркеленнипе малла паллаштарать сăмахшăн кивçен кайман директор (тепĕр тесен, пуклак чĕлхепе тавар илекене хăв енне çавăраймастăн та). Вунă ытла хулари ятлă-сумлă предприятисемпе çыхăну тытатпăр. Эпир шанчăклă партнерсем пулнăран хăш-пĕр тавар кĕтмелле те парса яраççĕ. - Мĕн тăвăн, кивçенсĕр те ĕç тухмасть хальхи самантра? -Тĕрĕсех. Хамăр та тавар туянакансене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр.Калăпăр, хăш пĕри тинтерех кăна çĕнĕ çурт лартнă. Унта вун-вун пин тенкĕ тỹлесе çут çанталăк газĕ те кĕрттернĕ. Апла пулин те пирĕн лавккана кĕмесĕр иртсе каяймаççех. Çĕнĕ сурта лайăх сĕтел-пукан вырнаçтарасах килет. Ун пеккисене вара тавара кивçенле сутатпăр. Çулталăк çурăра татăлмалла, 16 процентпа паратпăр. Кун пирки эпир Перекен банкĕн вырăнти уйрăмĕпе килĕшсе татăлнă. Тавар туянакана документсене хатĕрлеме хамăр та пулăшатпăр,- тет Ирина Васильевна. -Вун-вун çын çак мелпе усă курать. Çак тата ытти майсем Суту-илỹ çуртне тавар çавăрнăшне ỹстерсе пыма май параççĕ. Малтанхи вăхăтра тупăш 500-600 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, халĕ вăл 1,2-1,5 миллион тенке çитет. Сутуçăсен ĕç укçи те хушăнсах пырать. Вĕсем уйăхсерен 5-6 пин тенкĕ е ытларах та илеççĕ. Коллективри çамрăксем çурри ытла пулсан та юнашарах 20-30 çул суту-илỹре вăй хуракансем те пур. Çапла вара туслă коллектив пĕр-пĕрне пулăшса пырать. Галина Митюкова, Валентина Степанова, Антонина Долгова, Дамира Фасхутдинова, Валентина Шумилкина тата вĕсен юлташĕсем чылай çамрăк-ха. Çапах та вĕсем пурте пуçарулăхпа тата хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Раиса Орлова бухгалтер вара ĕç кăтартăвĕсене куллен пĕтĕмлетсе, малашне еплерех ĕçлемеллине кăтартса пырать. Эпир Суту-илỹ çуртне кĕнĕ чухне ача-пăча площадкине асăрхамарăмăр. Унта пĕчĕкскерсем каçса кайсах вылятчĕç. "Анне лавккаран тухиччен эпĕ те юлташсемпе выляма шутларăм,"- тет пĕри, аллине чăрăш илемлетмелли йăлтăркка тытнăскер. Шалта та кичем мар иккен ачасене. Кăштах укçа тỹлесе вĕсем савăнсах компьютерпа выляма пулатараççĕ6 аквариумсенче пулăсем ишнине курса киленеççĕ. Кунтах, пысăкках мар кафере, тутлине илсе çиме, вĕри чей е кофе ĕçме пулать. Кивçен илекенсене Перекет банкĕ ыйтакан документчен копийĕсене çакăнтах тата тỹлевсĕрех туса параççĕ. Сĕтел-пукан тата пысăкрах япаласене районти районти кирек хăш яла та пĕр пуссăрах киле çитерсе, кирлĕ пулсан пуçтарса лартаççĕ. Кĕнеке сутакан пайра кирлĕ документсене самантрах ксерокс витĕр кăларса параççĕ. Ытти пулăшу та сахал мар. Калăпăр, тин çуралнисем валли пĕчĕк тумтир пуххи хатĕрлесе параççĕ. Мăшăрланакансене е юратакансене яланах чĕрĕ чечексем сĕнеççĕ. Вĕсене кану кунĕсем умĕн уйрăмах нумай кỹрсе килеççĕ. Туй-çуй, çуралнă кун е ытти уяв чечексĕр иртменнине пурте пĕлетпĕр-çке. Ритуал пулăшăвĕ те нумай енлĕ: чечек кăшăлĕ, асăну сăмахĕ çырнă лента, пĕчĕк палăк... Çакăн пек нумай енлĕ, пархатарлă ĕçшĕн, пĕр канмалли кунсăр мĕн кирлипе пуринпе те (апат-çимĕçсĕр пуçне) тивĕçтернĕшĕн тав тăваççĕ те Каçалсем (вĕсем çеç мар, Елчĕк е Апас районĕсенче пурăнакансене те чылай тавар леçсе параççĕ Вĕсем (район центрĕнчи Суту-илỹ çурчĕн ĕçченĕсене, хастарĕсене. Эпир те вĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатпăр.