Наци проекчĕ пурнăçа кĕрет
Вĕрентỹ ĕçĕ çулсерен çĕнелсе, аталанса пырать. Унсăрăн пурнăç малалла каяймасть-çке. Вĕрентỹ ĕçне çỹллĕрех шая çĕклес, учительсене хавхалантарас тĕлĕшпе Раççей тата Чăваш Ен правительствисем тĕрлĕ программăсем йышăнаççĕ, конкурссем йĕркелеççĕ. Акă, РФ Президенчĕ В.Путин çулсеренех чи лайăх 10 пин учителе 100-шер пин тенкĕ, чи лайăх 3 пин вĕрентỹ учрежденине пĕрер миллион тенкĕ преми парасса пĕлтернĕ. Çак сăмахсене тĕпе хурса ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ системинче пултарулăха тата ăс-тăн, инноваци потенциалне пулăшасси тата аталантарасси" çинчен Указ йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн, кашни çулах республикăри чи лайăх 20 вĕрентỹ учрежденийĕ 200 пин тенкĕлĕх, 30 учитель 10-шар пин тенкĕлĕх грант илме пултараççĕ. Вĕсене тивĕç пулас тесен, республикăри конкурса хутшăнмалла. ЧР Вĕрентỹ министерствин йышăнăвĕпе, çỹлерех асăннă премисемпе грантсене илме тивĕçлĕ учительсемпе вĕрентỹ учрежденийĕсене тупса палăртас енĕпе декабрĕн 17-мĕшĕнче республикăра Уçă алăксен кунĕсем иртрĕç. Пирĕн район та вĕрентỹ сферинчи наци проектĕнчен айк-кинче юлмарĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсем хăйсем чи-чи ти-вĕçлине çирĕплетес тесе конкурса хутшăнчĕç. Районти учительсем хушшинче те çĕнĕлле ĕçлес текенсем пулчĕç. Вĕсенчен пĕри- Хырхĕрри тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Яндрова. Ăна пĕрле ĕçлекенсем çак конкурса хутшăнма сĕннĕ. Вĕрентỹ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене яланах хапăлласа йышăнать Елена Матвеевна, çавăнпа та хальхинче те хăйĕн ăсталăх-не тĕрĕслесе пăхма хирĕç пулман. Уçă алăксен кунĕнче Елена Яндрова 6-мĕш класра уçă урок пачĕ. Урок теми - "Çынна сума сăвакан- хăй те сумлă пулакан". Ачасем А.Николаевăн "Юрик асламăшĕ" калавĕ тăрăх пĕтĕмлетỹ турĕç. Çамрăк чухне эпир пурте маттур, çын пулăшăвĕ кирлех мар. Кỹрентерни çине те ал сулатпăр. Вăй питти вăхăт иртсен вара ватлăх алăкран шаккать. Анчах хăшпĕр çемьесенче ватăсене ачисем, мăнукĕсем хисеплемеççĕ, ним вырăнне те хумаççĕ. Шăпах çавăн пек лару-тăрăва сăнлать те "Юркка асламăшĕ" хайлав. Çамрăк ăрура аслисене, ваттисене хисеплеме, пулăшма туртăм çуратас енĕпе çак темăна уçă урока кăларнă та ĕнтĕ ăста учительница. Ыйтусем парса 45 минут хушшинче кашни ачанах шухăшлаттарма, калаçтарма ĕлкĕрчĕ вăл. Урокра вĕренекенсен асламăш-кукамăшсем, амăшĕсем те пулчĕç. Ачасем хăйсен килĕнчи ваттисене юратни, хисеплени çинчен каланă сăмахсем вĕсем куçĕсенчен савăнăç куççулĕ кăларчĕç. Урок вĕçленсен итлесе ларнисем ăна, учителĕн пултарулăхне сỹтсе яврĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ çак куна урăхла обществăлла экспертиза кунĕ тесе ят панă. Елена Матвеевнăн ĕçтешĕсем, ачасен амăшĕсем, асламăшĕсем урока хакларĕç. "Манăн мăнуксем Елена Матвеевна çинчен килте ăшшăн калаçнине яланах илтнĕ, халиччен хăйпе паллашма тỹр килменччĕ. Урока итлесе лартăм та, вăл чăнах та лайăх вĕрентекен пулнине ĕнентĕм. Ахальтен мар иккен мăнукăмсем Таня, Мария ун патне "Çилçунат" литература кружокне çỹренĕ, çỹреççĕ. Таня халь И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнче ăс пухать",- терĕ Серафима Ивановна Белкова. Елена Алексеевна Топтыгина вара Е.Яндровăн ял çинче те авторитечĕ пысăккине, ăна ачасем çеç мар, аслисем те хисепленине каласа пачĕ. Елена Матвеевна çинчен манăн та каламалли пур. Вăл хăй вĕрентекен предметсене чунтан юратать, ачасене те çавнах хăнăхтарассишĕн тăрăшать. Учительница шкулта ертсе пыракан "Çилçунат" литература кружокне çỹрекен ачасем "Каçал ен" хаçата хăйсен заметкисене, тĕрленчĕкĕсене тăтăшах ярса параççĕ. Вĕрентекен хăй те район хаçачĕпе тачă çыхăну тытать. Статйисенче вăл чăваш чĕлхин аталанăвĕ, пуласлăхĕ, чăваш халăхĕн культури çинчен сăмах пуçарать. Пĕр сăмахпа каласан, профессине тĕрĕс суйласа илнĕ Елена Яндрова, учителĕн ятне тỹрре кăларать. Республикăри конкурсра ăнăçу сунатпăр ăна.