Старта йыхравлаççĕ
Декабрĕн 24-мĕшĕнче Хырхĕрринче Олимп вăййисен чемпионне Владимир Воронкова чысласа районти спортсменсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăраççĕ. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем: арçын ачасем 5 километрлă, хĕрачасем 3 километрлă дистанцисенче старта тухаççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен хĕрачисем 2 километрлă, арçын ачасем 3 километрлă дистанцисенче вăй виçеççĕ. Предприятисемпе органзацисен, учрежденисен командисенчи арçынсем 5 километрлă, хĕрарăмсем 3 километрлă дистанцисенче тупăшаççĕ. Ăмăртусем ирхине 10 сехетре пуçланаççĕ.
"Каçал Ен"