Вăя хурса тăрăшсан ĕçлекене чыс кỹрет
Вăхăт малаллах шăвать, тĕрлĕ улшăнусем илсе килет. Пенси системине çĕнетсе улăштарас тĕллевпе Пенси фондне туса хунăранпа 15 çул иртсе те кайрĕ. 1990 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи РСФСР Верховнăй Совечĕн постановленийĕпе Раççей Федерацийĕн Пенси фондне туса хунă. Пирĕн районти Пенси фончĕн служби вара 1991 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче ĕçе пуçăнчĕ. Пенси фончĕн Положенийĕпе килĕшỹллĕн, Пенси системинчи ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе ун чухне икĕ уполномоченнăй, тивĕçе туллин пурнăçласа пыма тытăнтăмăр. Чăн малтанах страховани взносĕсене тỹлекенсемпе (ĕçпе тивĕçтерекенсемпе) ĕçлеме пуçларăмăр, çавсенчен йĕрке тума тытăнтăмăр. Вĕсене пурне те регистрацилерĕмĕр. Ку кăна та мар, страховани взносĕсене тĕрĕс тỹлесе пынине тĕрĕслессине кирлĕ шая лартрăмăр. Çакă ĕçре аван улшăнусем тума май пачĕ. 1997 çулта, Раççей Федерацийĕн 1996 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи патшалăхăн пенси страхованийĕн системине кашни çынна уйрăммăн (персонификациллĕ) шута илессине кĕртесси çинчен калакан саккунне пурнăçлассипе ĕçлеме пуçларăмăр. Унпа килĕшỹллĕн страхланă çынсене регистрацилес ĕçе пуçăнтăмăр. Ку вара Пенси фончĕн районти службин ĕçĕн калăпăшне чылай пысăклатрĕ. Мĕншĕн тесен кашни çыннăн ĕçри кăтартăвĕсене, страховани взносне уйрăммăн шута илмелле пулчĕ. 2001 çулта Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕпе Чăваш Республикин Правительстви хушшинчи килĕшỹпе уполномоченнăйсен службин никĕсĕ çинче Пĕрлĕхлĕ Пенси службине туса хунă. Асăннă çултан пуçласа районта Пенси фончĕн управленийĕ ĕçлет. Ăна юридици прави те панă. Кун пек улшăну çĕнĕлле условисенче ĕçлеме хистерĕ. Урăхла каласан, вăл çĕршывра пенси системине реформăлассипе çыхăннă. Пенси фончĕ çавăнтан пуçласа патшалăх пенсийĕпе тивĕçтерессипе ĕçлеме пуçларĕ. Унсăр пуçне пенси фончĕн суммине ỹстерсе пырасси те (инвестицилесси), патшалăхăн мар пенси фончĕсемпе çыхăну тытса ĕçлесси те Пенси фончĕн служби çине тиенчĕ. Çапла вара Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕпе пĕрлех унăн районти управленийĕ те аталанса вăй илсе пычĕ. Управлени виçĕ пая пĕрлештерсе тăрать. Пĕри- пенсие тухакана пенси шутласа парассипе, тепĕр хут шутлассипе, пенси тỹлессипе, страхланисен пенси прависене хỹтĕлессипе ĕçлет. Тепри персонификациллĕ шута илессине пурнăçласа пырать. Виççĕмĕшĕ - финанспа экономика уйрăмĕ (ушкăнĕ). Унсăр пуçне фонд управленийĕн начальникĕ çумĕнче юрисконсульт, автоматизаци специалисчĕ, кадрсемпе, хутсене тирпейлесе тăрас енĕпе ĕçлекен специалист вăй хураççĕ. Пенси шутласа парассипе ĕçлекен пай 2005 çулта федераци шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансене уйăхсерен хушма укçа тỹлессипе ĕçлеме пуçларĕ. Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнипе вăрçă участникĕсене, инваличĕсене, вăрçăра вилнисен çемйисене хушма пулăшу парассипе те ĕçлет. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 8118 пенсионер шутланать. Вăл шутран ĕçрен тивĕçлĕ канăва кайнисем 7735 çын. Инвалид-пенсионерсем 1140-ĕн, пĕр хутчен хушма укçа илекенсем 3133-ĕн. Тăлăха юлнă 561 çын социаллă пенси илет. Уйăхсеренех пулăшу илекенсем 282-ĕн. Паян районти вăтам пенси 1968 тенкĕпе танлашать. Кунта пĕр хутчен тата уйăхсерен паракан укçа сумми кĕмест. Çакă пенсионерăн пурăнмалли виçе шайĕнчен 17 процент пысăкрах. 2005 çулта районти пенсионерсене 173,7 миллион тенкĕ пенси тата хушма укçа тỹленĕ. Вăл шутран 19,1 миллион тенки пĕр хутчен пулăшу парасси çине кĕрет. Уйăхсерен тỹлекен хушма укçа 1,5 миллион тенкĕпе танлашать. Пенси фончĕн районти управленийĕ хăйĕн чи пысăк яваплăхне, задачине районта пурăнакансене тивĕçлĕ, туллин пулăшу парассинче, ĕç пахалăхне ỹстерессинче курать. Мĕншĕн тесен çынсем эпир хамăр ĕçе мĕнлерех пурнăçласа пынипе пенси системинчи лару-тăру улшăннине хаклаççĕ. Пенси фончĕн районти управленийĕ пĕтĕм ĕçе çавна шута илсе йĕркелесе пырать те ĕнтĕ. Акă, çынсене кунсерен тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнасси йăлана кĕчĕ, ял админстрацийĕсенче консультаци пунк-чĕсем ĕçлеме тытăнчĕç. Пирĕн ĕçченсем çав пунктсенче тăтăшах пулса халăха пенси ыйтăвĕсемпе ăнлантарассине йĕркелесе пыраççĕ. 2005 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа фондăн управленийĕнче клиент служби те хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пырать. Вăл çынсене уйрăм кабинетра йышăнать. Акă, сăмахран, кăçал кăна çак служба пенсипе тивĕçтерес, пенси страхованийĕ пирки тăракан ыйтусемпе 16178 çынна йышăннă. Пирĕн управленире шанчăк телефонĕ те ĕçлет. Районта пурăнакансем унпа та усă кураççĕ, хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тулли хурав илеççĕ. Управлени специалисчĕсем пулас пенсионерсен ĕç стажĕ пирки те тĕрлĕ документсем пуçтарассипе ĕçлеççĕ. Çак вăхăт тĕлне 10442 çыннăн докуменчĕсене пăхса тухнă, тĕрĕсленĕ. Персонификаци пайĕ те нумай енлĕ ĕç тăвать. Вăл çынна пенсие тухмалли кирлĕ условисем (ĕçленине кура ĕнтĕ) туса парассишĕн вăй хурать. Пенси страхованийĕ регистраци тунă чухне страховани свидетельстви парать, унта кашни çыннăн хăйĕн лицевой счечĕн номерне кăтартать. Ун пек счет пирĕн патăрта страхланă кашни çыннăн пур. Счетра страхланă çыннăн пĕтĕм кăтартăвĕсене тупма пулать: ĕç стажĕ, ĕç укçи, страховани взносĕ мĕн чухлĕ килсе кĕни тата ытти те. Çавсене шута илсе ĕнтĕ вăхăт çитсен эпир çынна пенси шутласа паратпăр, пенсие кăларатпăр. Паянхи кун тĕлне Пенси фончĕн районти управлени-йĕнче 24812 çын страхланă çын шутра тăрать, вăл шутран 8148 пенсионер, 685 предприниматель, 256-шĕ ĕçсĕрлĕх статусĕпе пурăнакансем. Страховательсем- 854. Вĕсен шутĕнче 144 предприяти, 22-шĕ бюджет организацийĕ, 32-шĕ ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе ĕçлет. 1997 çултан пуçласа кашни çыннăн кăтартăвĕсене пуçтарассипе ĕçлетпĕр. 1997-1998 çулсенче- 38245, 2000-2001 çулсенче- 38579, 2002-2004 çулсенче 43636 çыннăн кăтартăвĕсене пуçтарнă. Страхланисен счечĕсенчи страхлакан пайĕ çине пурĕ 44,7 миллион тенкĕ, ĕç пенсийĕшĕн пуçтарăнса (накопительнăй) пайĕ çине пĕтĕмпе 8,2 миллион тенкĕ кĕнине çырнă. Паллах, кашни çыннăн страховани взносĕ мĕн чухлĕ килсе кĕнине шута илсе ĕнтĕ. 2001 çултан пуçласа пенсие тухнă чух пенси шутласа парасси персонификациллĕ шута тĕпе хурса пулса пырать. Лицевой счетри кăтартусемпе çынна пенси шутласа паратпăр. Юлашки çулсенче кунта çĕнĕлĕхсем те кĕртрĕмĕр, çавăнпа пенси шутласа е тепĕр хут шутласа парасси хăвăрт пулса пырать. 2001 çултанпа страховани взносĕсем пуçтарăнса пынине районти налук инспекцийĕ тĕрĕслесе тăрать. Взноссем хывса пырассинчи парăмсемпе вара Пенси фончĕн районти управленийĕ ĕçлет. Пирĕн специалистсем ку енĕпе сахал мар тăрăшаççĕ. Акă, страховани взносне куçарманшăн 400 ытла асăрхаттару хучĕ ярса панă, парăм сумми- 3,1 миллион тенкĕ. Арбитражнăй суда та тавăçсем тăратма тивет. Унта 115 тавăç 721 пин тенкĕ шыраса илме тăратнă. Пенси фончĕн районти управленийĕ пенсионерсемпе инвалидсене хỹтлĕх парассипе те чылай ĕç тăвать. Акă, Ваттисен кунĕнче кăштах та пулин пулăшу пама 50,4 пин тенкĕ уйăрнă, инвалидсен кунĕ валли те 37,7 пин тенкĕ панă. Çĕнтерỹ кунĕнче пулăшма 369,9 пин тенкĕ тăкакланă. Газ кĕртме 665,2 пин тенкĕ парса пулăшнă. Шурутри, Çĕнĕ Мăратри ветерансен çурчĕсене тĕпрен юсама 1 миллион та 354 пин тенкĕ уйăрса панă. Пирĕн управленире профсоюз организацийĕ сахал мар ĕç тăвать. Вăл ĕç условийĕсене лайăхлатас, килĕшỹллĕ коллектив йркелес енĕпе, физкультурăпа спорта аталантарассинче, сотрудниксен канăвне йĕркелессинче, ĕç дисциплинине çирплетессинче пуçарулăхпа палăрса тăрать. Коллективра культурăллă-массăллă, спорт мероприяти-йĕсем сахал мар иртеççĕ. Республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса аван кăтартусем тăватпăр. Район администрацийĕ йĕркелекен мероприятисенчен те айккинче пăрăнса юлмастпăр. Акă, çуллахи спартакиадăра И.Гришинапа Е.Лаврова специалистсем призерсем пулма пултарчĕç. Хĕллехи спартакиадăра вара Г.Гельметдинова тата И.Самарина специалистсем палăрмаллах çитĕнỹ турĕç, коллектив чысне çỹлте тытрĕç. Паян Пенси фончĕн районти управленийĕнче 19 специалист вăй хурать, 18-шĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Вĕсенчен 5-шĕ Мускавра тата Воронежра хăйсен квалификацине ỹстерчĕ. Тăватă ĕçчене Чăваш Республикин Пенси фончĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Пĕр специалист "Профсоюзсене- 100 çул" медале тивĕçрĕ. Пенси фончĕ 15 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхне Г.Ф.Волкова, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющине Р.А. Кондратьевăна пире ĕçре пысăк пулăшу парса тăнăшăн чĕререн тав тăватăп. Страховани взносĕсене вăхăтра тата туллин тỹлесе пыракан предприятисемпе организацисен руководителĕсене те тав сăмахĕ каласшăн. Вĕсем хăйсен ĕçченĕсемшĕн тăрăшаççĕ, пенсие тухмалли условисем туса параççĕ. Районти пенсионерсене, пенсие тухма хатĕрленекенсене, тĕрлĕ шайри руководительсене, хамăрăн тăрăшуллă ĕçченсене Пенси фончĕн 15 çулхи уявĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-телей, кулленхи ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.