Пенси фончĕн те уяв пур
Кăçал, декабрь уйăхĕнче, Раççей Федерацийĕн Пенси фондне туса хунăранпа 15 çул çитрĕ. Пирĕн районта та унăн управленийĕ пур. Унти ĕçченсем пенси шутласа парас, палăртас енĕпе тăрăшаççĕ, страховательсем вăхăтра взноссем куçарччăр тесе тĕрĕслесех тăраççĕ. Чăнах та, ĕçĕ питĕ нумай вĕсен, пурне те пурнăçласа ĕлкĕрмелле. Çавăнпа хăшпĕр чухне канмалли кунсемсĕр ĕçлени те пулкалать. Çапах пурнăç уявсăр та кăсăклă мар. Вунпилĕк çул нумай мар, çапах каялла çаврăнса пăхсан, хыçра туса ирттернĕ ĕçсем нумай юлнă, аса илмелли те пурах. Çак пĕчĕкçĕ юбилее Пенси фончĕн ĕçченĕсем хăйне евĕрлĕ паллă тума шутларĕç. Хăнана Валентина Самукова, Зоя Артюшкина ветерансене, пĕрле тачă ĕçлекен страховательсене, ĕçри партнерсене чĕнчĕç. Пухăннисем пирваях Пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен компьютер графикипе усă курса ỹкернĕ фильм пăхрĕç. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Зоя Каринкина ĕçченсене, ветерансене уяв ячĕпе саламларĕ. Ачасен районти искусство шкулĕн воспитанникĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Анатолий Иванов вара уява пушă алăпа килмен. Вăл Зоя Каринкинана "Раççей Пенси фончĕн отличникĕ" кăкăр çине çакмалли паллине пачĕ. Зоя Юманова тĕп бухгалтер, Марина Шашкина тĕп специалист Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Хисеп грамотине, "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ Михаил Афанасьев чи лайăх страхователь пулнăшăн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Пенси тематикине хаçат страницисенче тăтăшах та тĕрлĕ енлĕн çутатнăшăн "Каçал ен" хаçат редакцине те ятарлă Диплом парса чысларĕ Анатолий Павлович. Район пуçлăхĕн заместителĕ Николай Максимов Пенси фончĕн ĕçченĕсене кулленхи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн тав турĕ, тивĕçлĕ канурисемшĕн, пулас пенсионерсен пуласлăхĕшĕн вĕсем ырми-канми тăрăшнине палăртрĕ. Гульнара Гельметдинова специалист район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Зоя Васильевна вара управлени ятĕнчен "Слава" ялхуçалăх кооперативне, "Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕ" АУОна Тав çырăвĕ пачĕ. Пенси фончĕн ĕçченĕсене перекет банкĕн районти уйрăмĕн управляющийĕ Елена Кополухина, социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕ Ирина Никитина, страхлакан больница кассин представителĕ Зинаида Галкина, Комсомольски почтамчĕн ертỹçи Владимир Гордеев саламларĕç, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕç. Çак структурăсем пĕр-пĕринсĕр ĕçлеймеççĕ тесен йăнăш пулмасть. Çавăнпа вĕсем пĕрмаях тачă çыхăну тытаççĕ.