Райпон çĕнĕ çул умĕнхи парни
Пирĕн район центрĕ çулсерен илемленсе, тирпейленсе пырать. Çулсем иртнĕçе-мĕн кивелнĕ çуртсене юсаса хăтлаççĕ, илемлĕ сăн кĕртеççĕ. Çĕнĕрен лартакан çуртсене вара вăхăт ыйтнă пек тăваççĕ. Комсомольски райповĕн "Ротор" магазинĕн çуртне, çемçен каласан, хăйĕн ĕмĕрне ирттернĕ теме май пурччĕ. Çакна шута илсе райпо совечĕ çулла кунта строительство ĕçĕсем пуçарчĕ. "Мастер" фирмăн рабочи-йĕсем кĕске вăхăт хушшинчех кивĕ çурт вырăнне çĕнни, илемли çĕклесе те хучĕç. Малтан "Ротор" пулнă вырăнта халь икĕ суту-илỹ точки _ "Мир продуктов" магазинпа "Жемчужина" кафе çуталса ялтăраса, çынсене хăйсем патне илĕртсе лараççĕ. Декабрĕн 22-мĕшĕнче вара çĕнĕ çурт умне ярмăрк-кари пекех халăх нумай пуçтарăнчĕ. Çав кун магазинпа кафене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Комсомольскисемшĕн Çĕнĕ çул умĕн райпо тунă пысăк парне пулчĕ ку. Çак ятпа саламлама, пĕрле савăнма, Шупашкартан "Чăвашпотребсоюз" совечĕн председателĕ Валерий Павлов, унăн çумĕ Геннадий Григорьев, правлени членĕсем, Универбаза директорĕ Николай Абанин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Вера Трофимова килсе çитнĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ Борис Каринкин Комсомольски райповне суту-илỹ культурине ỹстерессишĕн, пот-ребкооперацине малалла аталантарассишĕн, район халăхне çакăн пек хăтлă магазинпа кафе парнеленĕшĕн тав турĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе хĕрлĕ хăю каснă хыççăн хăнасем, пухăннисем шала та кĕрсе курчĕç, тавар туянчĕç. "Мир продуктов" магазина хуласенчи пĕр-пĕр супермаркет тейĕн. Кунта тавара сутуçă илсе парасса кĕтмелле мар. Карçинкка йăтса кĕр те уçă витринăсене вырнаçтарнă таварсенчен хăвна мĕн кирлĕ, пурне те суйласа ил, кассăра тỹлесе хăвар. Магазин хăйĕн ятне тỹрре кăларать, кунта чăннипех апат-çимĕç тĕнчи. Сĕт-çу продукчĕсем, какай, çурма фабрикатсем, кондитер изделийĕсем, улма-çырла, пахчаçимĕç... Пурне те каласа та пĕтереймĕн. Хатĕр салатсем те туянма пулать. Хĕрарăмсемшĕн уйрăмах меллĕ ку. Кĕтмен çĕртен хăнасем килсен магазина йăпăрт кайса кил çеç. "Жемчужина" кафе те хăйĕн илемĕпе, хăтлăхĕпе тĕлĕнтерет. Иккĕмĕш хутĕнче уйрăм кабинăсем, пĕчĕк банкет залĕ те пур. Тата çакна каласа хăвармалла. Суту-илỹ точкисене эстетика енчен пĕлсе илемлетнĕ. Магазинра пĕчĕк фонтан пур, чулсене купаласа çĕр хăвă-лĕнчи пек тунă. Пỹлĕмре ỹсекен чечексем сутмалли кĕтес те кунтах. Стенасем çинче тĕрлĕ ỹкерчĕксем çакăнса тăни, вĕсен илемлĕхĕ чуна уçса ярать. Çав кун лотерея вылявĕ те иртрĕ. Декабрĕн 21-22-мĕшĕсенче 100 тенкĕрен ытларах тавар туяннисене пурне те лотерея билечĕ панă. Вылявра чи пысăк приз кĕпе çумалли машина пулчĕ. Ытти билетсемпе кил-çуртра кирлĕ япаласем вылярĕç.