Шкулта- уçă алăксен кунĕ
Юлашки çулсенче шкулсен пурнăçĕнче, учительсен ĕçĕнче палăрмаллах улшăнусем пулса пыраççĕ. Çĕнĕлле ĕçлесси, вĕренĕве çĕнĕлĕхсем кĕртесси, çак ĕçе ачасене те, ашшĕ-амăшне те явăçтарасси çирĕп вăй илсе пырать. Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви çитĕнекен ăрăва вĕрентессинче инноваци программисене анлă кĕртсе пырать. Вĕсемпе çỹллĕ шайра усă куракан шкулсенче обществăлла экспертиза кунне (уçă алăксен кунне) ирттересси пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак куна кăçалхи декабрĕн 17-мĕшĕнче пур çĕрте те ирттерме сĕннĕччĕ. Çак мероприятин пĕлтерĕшĕ мĕнре-ха( Унта хутшăнакан шкулсем, инноваци программисене ĕçе кĕртессипе ĕçлекеннисем, патшалăх енчен хушма пулăшăва тивĕçме пултараççĕ. Учительсене вара Раççей Федерацийĕн премине пама тăратаççĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ, пирĕн учительсем çак мероприятие пысăк хавхаланупа хутшăнчĕç, сĕнĕве хапăл туса йышăнчĕç, пурте хăйсен пултарулăхне тивĕçлипе кăтартма хатĕррине пĕлтерчĕç. Пирĕн шкул районти база шкулĕсен шутĕнче тата районти шкулсемшĕн ресурс центрĕ пулса тăрать. Обществăлла экспертиза кунне хутшăнма кăмăл туса çакна шута илчĕç те шкул дирекцийĕ тата учительсем . Тепĕр енчен, пире Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн шкулсене, ĕçре палăрнă учительсене хăйĕн фондĕнчен грантсемпе премисем парасси пирки тăратнă пуçарăвĕ те хавхалантарса ячĕ. Уçă алăксен кунне, обществăлла экспертизăна хатĕрленсе шкул дирекцийĕ чылай ĕç туса ирттерчĕ. Декабрĕн 17-мĕшĕнче вара Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн алăкĕсем пурин валли те яр уçă пулчĕç. Пирĕн шкула районти 25 ялтан ачасем вĕренме çỹреççĕ. Çавна шута илсе педагогикăн виçĕ класĕнче тата лицейăн 2 класĕнче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене шкулта уçă алăксен кунĕ иртессине чылай малтан пĕлтерсе хутăмăр. Çак классен ачисем учительсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсене, килнĕ хăнасене хăйсен пултарулăхне тата шкул пурнăçне туллин, тивĕçлипе кăтартса парас тесе сахал мар вăй хучĕç. Анчах та ытти классенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене шкула йыхравлама май килмерĕ, мĕншĕн тесен çак кун пирĕн шкултах районти физика олимпиади иртрĕ. Лицей класĕсенче занятисем пулни те кăштах чăрмантарчĕ. Шкул пурнăçĕпе паллаштарассинче Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем те пуçаруллă пулчĕç. Çак кун вĕсем лицей класĕсенче вĕренекенсемпе ĕçлеме килнĕччĕ. Уçă алăксен кунне чĕннисем хушшинче шкулти ĕç йĕркелỹ №управляющий совет№ совечĕн членĕсем пулчĕç. Унăн председателĕ- районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Н.В.Антонов, учредителĕн- район администрацийĕн шкулти ĕç йĕркелỹ совечĕн представителĕ А.А.Яковлев, районти вĕрентỹ управленийĕн представителĕ Н.М.Тимофеева, лицей класĕнче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ В.Г.Апраков тата нумай-нумай хăна пулчĕç. Кĕскен каласан, декабрĕн 17-мĕшĕнче шкул пурнăçне çĕнетсе, çитменлĕхсене пĕтерсе пырассишĕн, проблемисене татса парассишĕн тăрăшакан çынсем пирĕн шкула чылайăн пуçтарăнчĕç. Обществăлла экспертиза кунĕн программипе килĕшỹллĕн мероприятисем ашшĕ-амăшĕсене шкулпа, вĕрентỹ кабинечĕсемпе, çĕнĕ оборудованипе паллаштарассинчен пуçланчĕç. Унтан классенче уçă уроксем пулчĕç. Вĕсене чи пысăк шайра ирттересинче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Н.Я. Боровкова, Г.Ф.Мавлютова, Г.А. Чернова палăрчĕç. Вĕсенчен пĕри, Надежда Яковлевна, нумаях пулмасть "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ работникĕ" кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçрĕ. Гелуса Фазыловнăпа Галина Анатольевнăна та Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин грамотисемпе наградăланă. Физика учителĕсем те Г.Н.Петровпа Г.Е.Длинов хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Сăмах май, хăй вăхăтĕнчеГ.Н.Петрова "РФ пĕтĕмĕшле вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ работникĕ", Г.Е. Длинова "Вĕрентỹ ĕçĕн отличникĕ" паллăсем парса чысланă. Ку таранччен вĕсем çакăн пек уроксем пĕрре кăна мар ирттернĕ. Уçă уроксенче ашшĕ-амăшĕсем, чĕннĕ хăнасем пулчĕç, вĕсем преподавательсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç. Çакă вĕсем çырнă анкетăсенчен те паллă пулчĕ, унта кашнийĕ шкул ĕçĕ, учительсем пирки хăйĕн шухăшне уççăн палăртнă. Ашшĕ-амăшĕ шкулăн вĕрентỹ ĕçĕнчи кулленхи пурнăçĕпе кăмăллă, çакна вĕсен ачисен сăмахĕнчен лайăх пĕлеççĕ, тепĕр тесен, хăйсем те шкулта тăтăшах пулаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ анкетăсенче шкула, учительсене ырă сунса малашне те тĕллевлĕ те пуçаруллă ĕçпе çеç палăрса тăрассине шан-ни пирки çырнă ăшă сăмахсем нумай пулчĕç. Анкетăсенчи ыйтусем çине панă хуравсен пĕтĕмлетĕвне шкул дирекцийĕ çитес вăхăтрах тĕплĕн тишкерсе тухса вĕрентỹ ĕçне татах та лайăхлатмалли, ашшĕ-амăшĕсемпе тытакан çыхăнăва кунран-кун çирĕплетсе пымалли мероприятисен планне туса хатĕрлеме палăртать. Уçă уроксем хыççăн классенче пухусем иртрĕç, вĕсене ашшĕ-амăшĕсем те, обществăлла экспертиза кунне килнĕ ытти представительсем те пысăк активлăхпа хутшăнчĕç. Унтан пурте кăçал кăна тĕпрен юсанă актовăй зала пуçтарăнчĕç. Малтан 10-мĕш "г" класра вĕренекенсене лицеистсен шутне йышăнчĕç. Унтан вара пурне те тыткăна илекен концерт пуçланчĕ. Залра ларакансене 10 тата 11-мĕш педклассенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç те, савăнтарчĕç те. Сцена çине чăн-чăн артистсем тухнă тейĕн. Тăххăрмĕшсен ташă ушкăнне те куракансем тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Чи çамрăк "артистки" вара 3-мĕш класра вĕренекен Алина Макарова шăнкăрав пек çепĕç сассипе савăнăç парнелерĕ. Çак хĕр-ача 1-мĕш класранах сцена çине тухса хăйĕн уçă сассипе пурне те тыткăна илет. Концерт хыççăн ашшĕ-амăшĕсем информаци технологийĕн çĕнĕ кабинетне кĕрсе курма кăмăл турĕç. Кунта вĕсене информатика предмечĕн учителĕ Н.Н.Тихонова мультимедиа проекторĕпе ĕçлес майсене кăтартрĕ. База тата ресурс шкулĕ пулнипе пирĕн халĕ компьютерсем çителĕклĕ, вĕрентỹ ĕçĕнче усă курмалли ытти техника хатĕрĕсем те сахал мар. Шкул директорĕ Г.Е. Длинов ашшĕ-амăшĕсене "Вĕрентỹ системине йĕркелессине шкул шайĕнче аталантарасси" проект çинчен каласа пачĕ. Ку проекта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ "Пилотлă шкул" пулса хутшăнать. Проекта пурнăçа кĕртессине Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин вĕрентỹ ĕçĕнче ĕçлекенсен квалификацине ỹстерекен академийĕ №Мускав№ йĕркелесе пырать. Уçă алăксен кунне килнисем умĕнче вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи нумай ыйтăва шкул директорĕн заместителĕ Л.К.Орлова çĕклерĕ, хăйĕн калаçăвне тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле пуçтарăнса обществăлла экспертиза кунĕ мĕнле шайра иртнине пĕтĕм-летрĕмĕр. Çак кунах ĕç йĕркелỹ совечĕн членĕсем те (15 çын) хăйсен черетлĕ ларăвне ирттерчĕç. Унăн кун йĕркинче паян татса памалли ыйтусем пулчĕç. Лару шкул ĕçне хак пачĕ. Шкул директорĕн пурлăх базине çирĕплетес пирки тăракан ыйту-сĕнĕвне ырларĕ. Совет членĕсем спортзала кĕрсе курчĕç. Кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, вĕсене В.В.Максимов ертсе пыракан Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ пурнăçлать. Совет членĕсен юсав ĕçĕсене васкавлăрах тумалли пирки сĕнỹ пулчĕ. Мĕншĕн тесен паян çак зал шкулшăн питĕ кирлĕ. Кунтах район, республика шайĕнчи спорт мероприятийĕсем те иртеççĕ. Уçă алăксен кунĕнче иртнĕ пĕтĕм мероприятисене фото-видеоаппаратурăпа ỹкерсе илнĕ. Вĕсем шкула тата пысăк активлăхпа палăрнă учительсене районти вĕрентỹ управленийĕн, Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин конкурс комиссийĕсене тăратакан материалсемпе пĕрле пулĕç.