БИБЛИОТЕКĂНА КĔНЕКЕ ВУЛАМА, ИНФОРМАЦИ ИЛМЕ
Паянхи кун пире моделлĕ библиотекăсемпе, çемье офисĕсемпе тĕлĕнтерме йывăр. Çак тĕлĕшпе республика президенчĕн Указĕсем пурнăçланма пуçлани пирвайхи çул мар та, хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Ял çыннисемшĕн вара, уйрăмах ватăраххисемшĕн, çакă пурпĕрех çĕнĕлĕх-ха. Ахальтен мар декабрĕн 27-мĕшĕнче, Кĕçĕн Каçалта тĕслĕхлĕ библиотека уçăлнă кун, унтан иртенпех çынсем татăлман. Социаллă-культурăллă центрта библиотека валли уйăрнă пỹлĕмсене юсаса çĕнетнĕ хыççăн вĕсем çутă, хăтлă, илемлĕ пулса тăнă. Библиотекарьсемшĕн ĕç условийĕсем, вулакансемшĕн вара информаци илмелли майсем лайăхланнă. Кунта компьютерсем вырнаçтарнă, вĕсене Интернетпа çыхăнтарнă. Ку- Культура ми-нистерствин парни. Кĕçĕн Каçалтах ларса тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлме пулать. Телевизор, видеомагнитофон пурри ачасемшĕн те, мăннисемшĕн те савăнăç. Кĕнекесем вара мĕн тĕрлисем кăна çук. Юлашки çулсенче пичетленсе тухнă кĕнекесен хуплашкийĕсем уйрăмах илĕртỹллĕ, содержанийĕ те пуян. Тĕслĕхлĕ библиотекăна уçнă ятпа Кĕçĕн Каçалсене ентешĕ, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕсен министрĕ Петр Краснов, район пуçлăхĕ Геннадий Волков, культура пайĕн пуçлăхĕ Василий Васильев тата ыттисем саламларĕç. Петр Степанович тăван ялĕнчи библиотека çак шая çитнишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Геннадий Федорович вара çак çуртрах юсав ĕçĕсем туса фельдшерпа акушер пунктне кунта куçарасса каларĕ. "Вăл ахаль медпункт пек çеç мар, çемье офисĕн шайĕнче пулĕ. Ял çыннисем кунта килсен пур енлĕ пулăшу илме пултарччăр: вĕренме, çĕнĕ хыпарсемпе паллашма, культурăллă канма",- терĕ пуçлăх. Ял çыннисем, библиотека ĕçченĕсем вĕсен пурнăç шайне çĕклессишĕн тăрăшнăшăн район администрацине, республика ертỹçисене тав турĕç. "Ял урамĕпе асфальтлă çул иртет, пỹртсем çутçанталăк газĕпе ăшăнаççĕ. Кун пек лайăх пурнăçран уйрăлас та килмест, Турă вăрăм ĕмĕр патăрччĕ пире",- терĕç ватăраххисем. Республикăра уçăлнă моделлĕ 140-мĕш библиотека пулчĕ ку. Пирĕн районта вара- улттăмĕш. Вĕсене кашнинех Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕн рабочийĕсем хăтлăхпа илем, çĕнĕ сăн кĕртессишĕн вăй хунă.